Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллă, пултаруллă

07 апреля 2012 г.

ÇАК çамрăк та чипер хĕр çине пăхатăн та унра пысăк вăй, ырă кăмăл, ăшă туйăм пуррине тÿрех туйса илетĕн. Кашни мероприяти-конкурсрах, ăмăртусенче курма пулать ăна. "Ялан - малалла!" девизпа пурăнать вăл. Çакă чиперккене пурнăçра пулăшса пырать. Сăмахăмăр 2012 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçнĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Алина Ларионова пирки.

Алина çак шкулта 11 класра ăс пухать. Уншăн кĕçех хĕрÿ тапхăр пуçланĕ - экзаменсен вăхăчĕ. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан хĕр вĕсене ăнăçлă тытасси пирки иккĕленмест. Паллах, тĕплĕн хатĕрленет вăл экзаменсене, мĕн вĕреннине аса илет, çĕнĕлĕхсемпе паллашать. Мал ĕмĕтлĕ хĕр пурнăçра хăйĕн çулне тупма палăртать.

Алина - шкулти "Подвиг" çарпа патриот клубĕн хастар членĕ. Районта тата республикăра иртекен "Зарница", "Орленок" çарпа патриотизм вăййисене те хутшăннă. Çак ăмăртусенче Шăмăршă шкулĕ малтисен шутне кĕнинче унăн тÿпи те пур. Акă 2009 çулта Çĕмĕрлере çарпа патриот клубĕсем хушшинче иртнĕ хĕллехи ăмăртусенче "Подвиг" пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Муркаш районĕнче пулнă çамрăк армеецсен вăййисенче те вĕсем лайăх енчен кăна палăрнă, нумай конкурс-ăмăртура призерсен шутне кĕнĕ. Республикăри "Çак тĕнчене пире сыхлама хушнă" фестивальте "Подвиг" район чысне хÿтĕлесе виçĕ конкурсра - виççĕмĕш, пĕринче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çапла, туслă команда кăна çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем патне çывхарать. Çакна "Подвиг" çарпа патриот клубĕн хастарĕсем лайăх ăнланаççĕ, яланах пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.

Алина Ларионова "Эпĕ, эсĕ, вăл - эпир сывă çĕр-шыв" волонтерсен юхăмне те хастар хутшăнать. Вăл 2008 çулта республикăри "Эсĕ суйланă професси" акцире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан хĕр волонтерсен йышĕнче "Чăваш Ен - пирус туртакансене хирĕç" акцирен те пăрăнса юлмасть.

Шкулти ĕç бригадине те хаваспах çÿрет Алина. "Отряд особого назначения" отряд кашни çулах районта та, республикăра та малти виçĕ вырăнтан пĕрне йышăнать. Кунта та пултаруллă хĕрĕн тăрăшулăхĕ сисĕнет.

Вĕренÿре те пысăк çитĕнÿсем тăвать Алина Ларионова, район, республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнать. Çакă ăна хăйĕн тавра курăмне ÿстерме май парать. Унăн вĕренĕвĕпе, пуçарулăхĕпе вĕрентекенсем те кăмăллă. Ыттисемшĕн ăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартаççĕ. Алина шанчăклă юлташ та, тĕрек те. Вăл нихăçан та çынна йывăрлăхра пĕччен пăрахса хăвармасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика