07 апреля 2012 г.
ИЛЕМЛĔ пултарулăх коллективĕсен фестивалĕ мĕнле иртнине пĕтĕмлетнĕ чух район администрацийĕнче Палтиел ял поселенийĕ пирки критика пулчĕ. Кунта кăçалхи концерта баянсăрах, фонограмма кĕввипе çеç ирттернĕ иккен, çавна пулах ял çыннисем кăмăлсăр юлнă.
– Икĕ ялĕпе те баянист шыраса тупаймарăмăр, – пăшăрханса калаçрĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ Кешаф Сейфутдинов. –Кÿршĕри Патăрьел районне кайса калаçнăччĕ, вăл та килмерĕ. Кĕскен каласан, чисти аптрал...
Баянист ыйтăвĕ юлашки вăхăтра районта çивĕчрен те çивĕчреххĕн тухса тăма тытăнчĕ. Кун пирки эпĕ Чукалти Захар Савельев баянистпа калаçнăччĕ. Вăл, тивĕçлĕ канура пулин те, ял поселенийĕн пуçлăхĕ тархасласах ыйтнипе илемлĕ пултарулăх коллективне ертсе пырать.
– Баянсăр ирттернĕ концерт – халтура, - терĕ Захар Николаевич. – Фонограмма вăл чуна пырса тивмест, кăмăл-туйăма хускатаймасть. Çавăнпа та кашни ялтах пултаруллă çамрăксене баяниста вĕрентме тăрăшмалла. Шел те, çак ĕçе никам та хăй çине илмест, баянист кирли пирки смотр-отчет ирттерес умĕн е Акатуй çывхарсан çеç аса илеççĕ.
Хальхи вăхăтра Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин халăх инструменчĕсен ушкăнĕнче районти икĕ каччă баяниста вĕренет иккен. Анчах таврăнĕç-ши вĕсем тăван ялĕсене; Баянистăн ĕç укçийĕ ытла та пĕчĕк-çке, хăш-пĕр çĕрте вĕсене çур ставкăпа кăна тÿлеççĕ.
Район çыннисем пултаруллă баянçăсене – Виктор Рябова, Виктор Харитонова, Юрий Бакина, Иван Иванова – лайăх ас тăваççĕ. Вĕсем кашни уявах илем кÿретчĕç, районăн ырă ятне республикипех çĕклетчĕç.
Çук, чухăн мар-ха талантсенчен Шăмăршă çĕрĕ-шывĕ, пултаруллисене асăрхама тата хавхалантарма çеç пĕлмелле. Баянçăсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртес марччĕ.