07 апреля 2012 г.
ИВАН МИХАЙЛОВИЧПА эпĕ 1976 çулхи май уйăхĕнче паллашнăччĕ. Вăл вăхăтра эпĕ, тинтерех кăна çартан таврăннăскер, "Шемуршинский" совхозăн тĕп усадьбинче ферма заведующийĕ пулса ĕçлеттĕм. Пĕр кунхине ман пата район хаçа-тĕнче ĕçлекен пĕр çамрăк корреспондент килчĕ, фермăри ĕçсем çинчен питĕ тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ. Çакăн хыççăн эпир И.Саландаевпа çывăх туслашса кайрăмăр. Эпĕ хам та район хаçачĕпе çыхăну тытаттăм, унта шкулта вĕреннĕ вăхăтрах пичетленкелеттĕм.
Мĕн калас-ха юлташăм пирки; Маншăн вăл яланах чăн-чăн ÇЫН. Паха енĕсем темĕн чухлех унăн: яланах çĕннине шыранипе, сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе, чун тÿрĕлĕхĕпе уйрăлса тăрать вăл ыттисенчен. Журналист çамрăксемпе – çамрăк, ваттисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Унăн пултарулăхĕ те иксĕлми, вăй-халĕ тапса тăрать. Калаçса ларнă е юнашар утса пынă çĕртех Иван Михайлович хăйĕн шухăшĕсене экспромтла сăвăласа та хурать. Шÿтлес енĕпе те ăста. Пĕр сăмахпа, И.Саландаев – районти хисеплĕ çынсенчен пĕри, ăна палламан-пĕлмен çын çук та пулĕ.
Пулас журналист 1952 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче – шăпах утмăл çул каялла – Тутар АССРĕнчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çул тытнă, алла диплом илсен Çĕпĕрте таксатор-геодезист, лесничи помощникĕ пулса ĕçленĕ.
Çавах та И.Саландаевра журналистика туртăмĕ вăйлăрах пулнă çав. Ачаранах заметкăсемпе сăвăсем çырнă вăл, вĕсем хаçатра кун çути курсан тем пекех савăннă, хĕпĕртенĕ. Хăйне çунат хушнăнах туйнă ача.
Хаçатçă ĕçĕ уншăн тăван районĕнчи "Çĕнĕ çул" хаçат редакцийĕнче пуçланнă. Унта вăл корректорта тăрăшнă, Шăмăршă район хаçачĕпе çирĕп çыхăну йĕркелесе янă. 1974 çулта пурнăç çулĕ пирĕн района илсе çитернĕ. Иван Михайлович "Коммунизм çулĕ" хаçатра корреспондент пулса ĕçлеме тытăннă. Ăсталăхĕ те ÿссех пынă унăн. Кĕçех ăна редакцин çырусен пайĕн заведующийĕ пулма уйăрса лартнă. Кайран вара вăл çирĕм çул ытла редактор заместителĕнче тăрăшнă. 2007 çулхи июньтен вара И.Саландаев "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ. Ĕçленĕ хушăрах И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнчен заочно вĕренсе тухнă.
Кирек мĕнле должноçра ĕçлесен те Иван Михайлович хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, ĕçе тĕплĕн тунипе палăрса тăнă. Халĕ те вăл хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан руководитель, коллективри сумлă та авторитетлă çын.
Журналистикăра 38 çул ĕçлесе, хăй каланă тăрăх, Иван Михайлович тĕрлĕ жанрпа пин ытла материал çырса пичетленĕ. Çук пулĕ. Ман шутпа, темиçешер пин тени тĕрĕсрех пулнă пулĕччĕ.
Пур жанрпа та ăнăçлă, тухăçлă ĕçлет журналист, районти тата республикăри хаçат-журналсенче пичетленекен çивĕч ыйтусемпе çырнă актуаллă статйисем вулакансене яланах тарăн шухăша яраççĕ. Поэзипе те туслă вăл. Поэт-журналистăн чылай сăввине юрра хывнă.
Обществăлла ĕçсенче те хастар Иван Михайлович. Чылай çул профком председателĕ пулнă вăл. Журналистсен союзĕн пуçламăш организацине те вăлах ертсе пырать, районти В.Бараев-Сĕркке ячĕллĕ литпĕрлешÿ те вăл тăрăшнипех ăнăçлă ĕçлет. Çавăн пекех И.Саландаев Чăваш наци Конгрессĕн Мăн Канашĕн членĕ, Конгресăн районти уйрăмĕн ертÿçи. Тĕрлĕ вăхăтра вăл район Совечĕн, ял Совечĕн халăх депутачĕ пулнă.
Ĕçне кура – хисепĕ. Ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Иван Михайлович – Раççей Журналистсен союзĕпе Раççей Ял хуçалăх министерствин "Ылтăн пучах" конкурсĕн лауреачĕ. Журналистикăра нумай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн И.Саландаева Раççей Журналистсен союзĕн правленийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотисемпе, Дипломĕсемпе чысланă.
Иван Михайлович Саландаев утмăла çитрĕ тенине ĕненес те килмест. Вăл халĕ те яш чухнехи пек вăр-вар та çаврăнăçуллă пулнине куратăп та – çынсем суяççĕ пулĕ тетĕп. Апла пулсан, малашне те çаплах пул, халăх хисепне тивĕçнĕ журналист. Аллунти перо выляса кăна тăтăр, пире çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсемпе савăнтар.