Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, хаçатăм...

07 апреля 2012 г.

АКĂ эпĕ тăван хаçатăн черетлĕ номерне алă пусса кăлартăм.

Тепĕр номерĕн "хуçи" урăх çын пулĕ. Эпĕ вара сирĕнпе сыв пуллашатăп, пĕрле ĕçленĕ юлташăмсенчен, вулаканăмсенчен уйрăлатăп...

Мĕн калăн, вăтăр сакăр çул хушши ир пуçласа каçчен хаçат ĕçĕпе пурăннă, çывăрма выртсан та, ир тăрсан та хаçат çинчен шухăшланă çынна çак сăмахсене çырма çăмăл мар. Ĕçре тĕрлĕ пулнă пуль, анчах нихăçан та хамăн ырлăхшăн тăрăшман, яланах хаçат лайăхрах, интереслĕрех тухтăрччĕ тесе çуннă.

Вăтăр сакăр çул... Çак тапхăрта районти çĕр-çĕр çынпа паллашнă, çĕр-çĕр çын çинчен ăшă сăмахсем çырнă, вулакансемпе пĕрле вĕсен савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пайланă, тăван район çитĕнĕвĕсемшĕн савăннă.

Ăçта кăна çитмен-ши, кампа кăна тĕл пулман-ши журналист ĕçĕпе; Çынна нихăçан та усал сунман, хаçатри вырăнсăр сăмахпа çапса хуçман, кама та пулин сăлтавсăрах кÿрентернĕ пулсан сылтăм аллăма чĕре патне хурса каçару ыйтатăп.

Текех ĕнтĕ ирсерен редакцие васкамăп, статья е репортаж çырас тесе ял-ял тăрăх çÿреме те пăрахăп. Манăн ĕçе çамрăксем туса пырĕç, вĕсенче - малашлăх. Пирĕн, аслă çултисен, çамрăксене çул памалла, пулăшмалла.

Сывă пул, тăван хаçатăм, сансăр мана çав тери тунсăх пулсан та вăхăт çитсен ĕçрен уйрăлмаллах. Тивĕçлĕ канăва кайсан та эсĕ маншăн чи хакли, чи çывăххи пулăн, санăн кашни номернех шăпчăк кайăк çу кунĕсене кĕтнĕ пек чÿречерен куçа илмесĕр кĕтĕп...

Сывă пулăр, туссем, сывă пулăр,

Сив сăмах каласа, ах,

ан юлăр.

Тепĕр чух, тен, килĕп хăнана –

"Кирлĕ мар эс!" –

ан тейĕр мана...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика