07 апреля 2012 г.
РАÇÇЕЙРИ право хуралĕн органĕсем коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси тата тĕпчесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсем тĕрлĕ шайри чиновниксем взяткăсем илнин, дожноçри çынсем хăйсен тивĕçĕсене сĕмсĕррĕн пăснин, службăри вырăнпа иртĕхсе усă курнин тĕслĕхĕсене анлăн çутатаççĕ.
Взятка илекенсене те, ăна паракансене те уголовнăй йĕркепе явап тыттараççĕ. Взятка панипе тата илнипе çыхăннă преступленисене тупса палăртма çăмăлах мар. Мĕншĕн тесен чылай чухне икĕ енĕ те преступление пытарма тăрăшать.
Раççей Федерацийĕн Уголовнăй право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне кĕртнĕ улшăнусем коррупцие хирĕç тата та витĕмлĕрех кĕрешме хистеççĕ. Улшăнусемпе килĕшÿллĕн айăпçăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕксĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, ку тĕлĕшпе саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ. Уголовнăй яваплăха взятка виçине кура палăртаççĕ: ахаль виçе (25 пин тенкĕ таран), пĕлтерĕшлĕ виçе (25 пинрен пуçласа 150 пин тенкĕ таран), пысăк (150 пинрен пуçласа пĕр миллион тенкĕ таран) тата уйрăмах пысăк (пĕр миллион тенкĕрен пысăкрах) виçе. Саккуна пăсакана ахаль виçеллĕ взятка илнĕшĕн взятка виçинчен 25-30 хут, пĕлтерĕшлĕ виçепе 30-60 хут, пысăк виçепе 70-90 хут, уйрăмах пысăк виçепе 80-100 хут штрафлама, 15 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Преступление ушкăнпа тунă пулсан наказани тата та çирĕпрех.
Взятка паракана е илекене анчах мар, взятка пама е илме çыхăнакана та взятка виçинчен 70 хут пысăкрах сумма чухлĕ штрафлама е ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.
Район прокуратуринче "Шанăç телефонĕ" ĕçлет. Взятка илессипе е парассипе çыхăннă тĕслĕхсене, йĕркене пăснă ытти фактсене асăрхасан район халăхне район прокуратурине 2-33-19 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.