Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пÿлер туберкулез çулне

07 апреля 2012 г.

НУМАЯХ пулмасть районти ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта "2008-2011 çулсенче районта социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе кĕрешесси тата вĕсенчен сыхланасси" тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ. Программăна пурнăçа кĕртме 200 пин, вăл шутран вырăнти бюджетран 99 пин тенкĕ уйăрса панă.

Тÿрех каламалла, республикăри пекех, пирĕн районта та туберкулез енĕпе эпидемиологи лару-тăрăвĕ йывăртарах. 2010 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр туберкулезăн бациллярлă формипе пуçласа чирлекенсен йышĕ 1,5 хут ÿснĕ. Чирлисем 100 пин çын пуçне 49,9 çын шутланаççĕ. Çакнашкал формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсене Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă, Чукал ял поселенийĕсен территорийĕсенче тупса палăртнă.

2011 çулта 10010 çынна флюрографи тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Пĕлтĕр, çулталăк пуçланнă тĕле, бацилляр формиллĕ туберкулезпа чирлĕ 17 çын учетра тăнă, пуçласа чир ернĕ çичĕ çынна диспансер учетне илнĕ. Çакă та пăшăрхантарать: хăшĕсем икĕ-тăватă çул флюрографи тĕрĕслевĕ витĕр тухман, хăйсем чирлĕ пулнине пĕлмен те. Чирлĕ çынсене республикăри тукберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансера сипленме янă.

Хальхи вăхăтра районта чирлĕ 21 çын учетра тăрать, ку кăтарту 100 пин çын пуçне 149,9 çынпа танлашать. Вĕсем пурте стационарла пулăшу илнĕ, çичĕ çынна учетран кăларнă, чирлĕ виçĕ çын вилнĕ. Пĕлтĕр туберкулез тупса палăртнă çемьесенче икĕ ача çуралнă, вĕсене чирлĕ çынсенчен çийĕнчех уйăрнă.

Фиброзлă-каверенозлă туберкулез сарăлни те пăшăрхантарать.

Кăçал бациллярлă формăллă туберкулезпа чирлĕ çынсене тупса палăртман, учетра тăракансем вара – 21 çын. Чирлисен социаллă статусĕ çапларах: ĕçсĕррисем хушшинче - 71,4 процент, пенсионерсем - 19,1 процент, ĕçлекенсем – 9,5 процент. Ытларах арçынсем чирлени палăрать (85,7 процент), хĕрарăмсем хушшинче – 14,3 процент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика