Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пырать

11 апреля 2012 г.

РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 30-мĕшĕччен районта ĕç сыхлавĕпе ĕç условийĕсене лайăхлатмалли уйăхлăх ирттересси çинчен йышăну кăларнă.

Уйăхлăх ирттерме районта комисси туса хунă, унăн председателĕ пулма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне, АПК предприятийĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçине В.Н. Никифорова çирĕплетнĕ. Çакăн пек комисси ĕç коллективĕсенче те йĕркелеме сĕннĕ. Çавăн пекех уйăхлăх вăхăтĕнче ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Уйрăммăн илсен, ĕçлекенсене ĕç хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан саккунсемпе паллаштармаллине, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентмеллине, предприятисемпе организацисенче санитарипе йăла пÿлĕмĕсем йĕркелемеллине, ĕç вырăнĕсенче аттестаци ирттермеллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика