Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕлет шур юр – хăпарать шыв-шур

14 апреля 2012 г.

ÇУРХИ шыв-шур кĕтмен инкексем кăларса тăратассине хирĕç кĕрешес тĕллевпе районта ятарлă комисси туса хунă. Комисси членĕсем вырăнсене тухса çÿреççĕ, лару-тăрăва контроллесе тăраççĕ.

Юлашки вăхăтра Паснари шыв шайĕ хăвăрт çĕкленни палăрать. Çакă Асанкасси ялĕнче пурăнакансемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Нумаях пулмасть комисси, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев ертсе пынипе, Асанкассинче хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков шыв-шур вăхăтĕнчи лару-тăрупа, Пăчăрлă-Пашьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Угарин, Шăмăршăри пушар чаçĕн начальникĕ А.Фомин, кăнтăрти электричество сетьĕсен начальникĕ А.Денисов инкексене сирсе ярас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă.

Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев шыв-шур вăхăтĕнче мĕнпур службăсен кулленех тимлĕ пулмаллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика