14 апреля 2012 г.
Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче нумаях пулмасть Ача-пăча кĕнекисен эрни иртрĕ. Унăн программи пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Ачасем вăйă-конкурсра ăмăртрĕç, литература викторинисемпе презентацисене хутшăнчĕç.
Ачасен кĕнекисен эрни Шăмăршă районне туса хунăранпа 85 çул çитнине халалланă "Манăн çуралнă кĕтесĕм" истори пĕлĕвĕн сехечĕпе уçăлчĕ. Библиотекăра ачасем Шăмăршă ялĕн историйĕпе, унăн аталанăвĕпе паллашрĕç, районти паллă çынсене сăнлакан электронлă материал курчĕç.
Ача-пăча çыравçи Корней Чуковский çуралнăранпа кăçал 130 çул çитрĕ. Çак ята пурте ачаранах пĕлетпĕр, унăн илемлĕ произведенийĕсене вуласа ÿснĕ ("Тараканище", "Мойдодыр", "Муха-Цокотуха", "Чудо-дерево", "Айболит"...). Корней Чуковскийĕн çăмăллăн асра юлакан сăввисене ачасем ăмăртмалла вуларĕç.
"Çулталăкри кĕнеке. Литературăллă Чăваш Ен" республика конкурсне хутшăнса эрнен виççĕмĕш кунĕнче ачасем Ордем Галин "Топотушки" кĕнекине вуларĕç, унти сăнарсене пĕрле сÿтсе яврĕç.
Библиотека çумĕнчи "Клеп-клуб" хальхинче ачасене "Юмах наукинче ачасене кичем мар" çул-çÿреве тухма йыхравларĕ. Ачасем патне юмахри Баба-Яга та килчĕ (сцена костюмĕпе).
Вĕçен кайăксем çутçанталăка хăйне евĕр илемлетеççĕ. Вĕсен юррисем чун-чĕрере çепĕç туйăмсем çуратаççĕ. Кайăксемсĕр вăрмансем те, садсем те илĕртÿллĕ пулмĕччĕç. Кĕнекесен эрнине вĕçлесе, ачасем кайăксен тĕнчине сăнлакан электронлă материалпа кăмăллăн паллашрĕç, викторинăна хутшăнчĕç.