Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисемшĕн тăрăшса

14 апреля 2012 г.

2000 Çулта Раççей Федерацийĕнче, Владимир Владимирович Путин Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Раççейри ял хуçалăх банкне йĕркеленĕ. Çак организацин капиталĕ 100 проценчĕпех патшалăхăн шутланать. Унăн тĕп тĕллевĕ – ял хуçалăхне малалла аталантарма пулăшасси, ял халăхĕшĕн тăрăшасси.

Çулран-çул малалла аталанса пынă май, ял хуçалăх банкĕ Раççейри чи вăйлă тăватă банкран пĕри пулса тăнă. Шанчăклăх рейтингĕ тăрăх пăхса хакласан та вăл – çĕр-шывра малти ретре пыракан виçĕ банкран пĕри.

«Россельхозбанк» ОАОн Шăмăршăри хушма офисĕ уçăлнăранпа шăпах 5 çул çитрĕ.

– Ял хуçалăх аталанăвĕн патшалăх программине пурнăçлассинче хамăрăн тÿпене хывса, пирĕн офис ял хуçалăх предприятийĕсене, фермерсене тата килти хуçалăхсене кредитсем парса пулăшать, – терĕ Василий Федотов управляющи. – Коллектив кашни çыннăн ыйтăвне туллин пурнăçлассишĕн çине тăрса ĕçлет.

Шăмăршăри Советская урамĕнчи 9-мĕш çуртра вырнаçнă (район администрацийĕн çуртне хирĕç) ял хуçалăх банкĕн хушма офисĕнче район çыннисене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика