Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полиомиелитран сыхланса

14 апреля 2012 г.

Инфекци чирĕсемпе кĕрешессинче профилактика прививкисем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халĕ, пирĕн çĕр-шывра прививкăсем тăвассине планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пынă май, инфекци чирĕсемпе (туберкулез, коклюш, корь, полиомиелит, столбняк, краснуха...) чирлесси сисĕмлех чакнă.

1991 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнче санитари условийĕсене лайăхлатасси тата эпидемисене хирĕç кĕрешесси пирки ятарлă саккун йышăннă. Унăн 24-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, палăртнă вăхăт çитсен, кашни ачанах вăл е ку чиртен хÿтĕлесе тăракан прививкăсем тумалла.

Прививкăсем ачасене мĕнле майпа чир-чĕртен сыхлаççĕ-ха; Прививка вăхăтĕнче çын организмне вăйсăрланнă микробсене е çак микробсен вăйсăр токсинĕсене яраççĕ. Организм вара вĕсемпе кĕрешме пуçлать. Çапла майпа организмăн чирпе кĕрешеслĕхĕ (иммунитет) вăй илет, çирĕпленет.

Прививка тунă çынна вăл е ку чирĕн микробĕсем лексен, организм тÿрех хăйĕн вăйĕпех вĕсемпе кĕрешме тытăнать. Çакна пула çын чир-чĕртен сыхланса юлать.

Хура оспа этемлĕхе чылай ĕмĕр хушши нушалантарнă, çак чире пула халăх пинĕ-пинĕпе вилнĕ. Шăпах прививка мероприятийĕсем хăрушă чире тĕп тунă. Халĕ çĕр чăмăрĕ çинче хура оспа чирĕн микробĕсем çук. Ытти хăш-пĕр инфекци чирĕсем те сайра тĕл пулаççĕ (полиомиелит, корь, краснуха). Анчах та çак чирсене хирĕç кĕрешес ĕçре тимлĕхе чакарма юрамасть.

2011 çулта, планпа килĕшÿллĕн, пирĕн районта пĕр çулталăк тултарнă 168 пепкене полиомиелитран прививка тумалла пулнă. Анчах çак план 88,1 процент чухлĕ кăна пурнăçланнă (палăртнă йĕрке тăрăх вăл 95 процентран кая пулмалла мар). Çакна пула кăçал пирĕн районта апрелĕн 23–27-мĕшĕсенче тата майăн 21–25-мĕшĕсенче пĕр çулталăкран пуçласа виçĕ çул таранчченхи ачасене пурне те полиомиелитран ятарласа прививка тăваççĕ (дополнительная иммунизация).

Çирĕп сывлăхлă ачасем ÿстерсе çитĕнтересси – пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, тивĕçĕ. Пархатарлă ĕçре медицина работникĕсен тата ашшĕ-амăшĕн алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса, ĕçлемелле. Ачана прививка тутармалли çинчен пĕлтерсен ашшĕ-амăшĕн пĕр тăхтаса тăмасăр медицина учрежденине çул тытмалла, ывăл тĕпренчĕкне е хĕр пĕрчине профилактика процедури витĕр кăларса чир-чĕртен хÿтĕлемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика