Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăк çунтаратăн – пушар кăларатăн

18 апреля 2012 г.

2012 ÇУЛХИ 3 уйăхра район территорийĕнче 3 пушар тухнине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 2). Инкек пуласран асăрхаттарас тесе, кăçалхи пушарсен сăлтавĕсене кĕскен те пулин асăнса хăварас килет. Пушарсенчен иккĕшĕ электрооборудование кирлĕ пек пăхса тăманнипе, электропроводкăсене тĕрĕс мар монтажланипе çыхăннă. Акă Патирек ялĕнче пĕр хуçалăхра пÿртри электромонтаж ĕçне пурнăçланă чухне пăхăр тата алюмини проводсене пĕрле сыпăнтарса хăварнă пулнă. Тĕрлĕ проводсене çыхăнтарни пушар кăларать. Кĕске замыкание пула çуртра пушар тухнă, шал енĕ çунса сиенленнĕ. Çак сăлтава пула Тури Чаткасра пĕр хуçалăх мунчин пăлтăрĕнче вут-çулăм çĕкленнĕ. Каланкка тата мунча кăмаки умĕнче тимĕр листа татăкĕ хумалли пирки нумай çыратпăр, калаçатпăр. Шел, хăш-пĕри çакна вырăна хумасть, кайран вара шар курать. Çак сăлтава пула, кăвар урам çурăкне ÿкнипе Виçпÿрт Шăмăршăра мунчара вут-çулăм тухма пултарнă. Кунта çакна та хушса калас килет. Каланккана та, мунча кăмакине те алăкĕсене (топочная дверь) хупса çунтармалла. Вут çуннă вăхăтра кăмакана пăхсах тăмалла. Халĕ, юр ирĕлсе пĕтсе пынă май, урамсенче кил умĕсенче нумай çÿп-çап курăнма пуçларĕ. Вĕсене кил-çурт çывăхĕнче çунтарма юрамасть. Хăш-пĕри вара пĕлтĕрхи курăка вут тивертет. Вут вара, уйрăмах çил тухсан, анлăн сарăлса кайма, пÿрте, лупас-мунчана çунтарса яма пултарать. Курăк çулăмĕпе кĕрешме питĕ йывăр, вăл пысăк хăвăртлăхпа анлăн сарăлать. Кун пирки кашнийĕн асрах тытмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика