21 апреля 2012 г.
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Патшалăх Думин депутачĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти фракцийĕн членĕпе Алена Аршиновапа тĕл пулнă.
Алена Игоревнăна çĕр-шыв парламенчĕн аялти палатинче Константин Косачевăн депутат полномочийĕсем вăхăтсăрах вĕçленнĕрен (ăна Россотрудничество ертÿçине уйăрса лартнă) мандат панă.
Калаçу вăхăтĕнче Алена Аршинова çапла палăртнă: «Хăш-пĕр МИХ, тÿрĕ мар кăмăллă экспертсемпе политиксем Константин Косачев Россотрудничество ертÿçин должноçне йышăннă хыççăн Чăваш Ен Дума мандатне çухатнă тесе тăрăшсах элек сараççĕ. Ку мандата Пенза облаçне панă имĕш. Çакă тĕрĕс мар. Эпĕ хамăн тивĕçсене нумаях пулмасть çеç пурнăçлама тытăнтăм, çавăнпа та Чăваш Ене тÿрех килме май тупнăшăн савăнатăп. Республикăра пурăнакансемшĕн ĕçлĕп».
Алена Аршинова Чăваш Ен Пуçлăхне хăй районсемпе хуласен Пухăвĕсен çамрăк депутачĕсемпе тĕл пулни çинчен каласа кăтартнă. Вĕсем ЖКХ, транспорт, экологи ыйтăвĕсене, ача сачĕсенче вырăн çитменнине, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессине, регион программисене федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассине тата ытти саманта сÿтсе явнă. Çамрăк депутатсем унăн нацилĕхĕпе те кăсăкланнă иккен. «Халĕ чăваш ĕнтĕ», – тенĕ Раççей Патшалăх Думин депутачĕ.
«Суйлавсем иртрĕç, политика хирĕçĕвĕсем хыçра юлчĕç. Эсир улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думинче чи çамрăк депутат, Чăваш Республикинчи халăх ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлĕпĕр», – палăртнă Михаил Игнатьев.
Алена Аршинова хăйне шаннăшăн тав тунă: «Хам сирĕн командăн тивĕçлĕ членĕ пуласса ĕненетĕп».
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Шупашкарти аслă шкулсен студенчĕсемпе тĕл пулнă. Çак мероприятире «Wi-Fi эпидеми» федераци проекчĕпе çывăхрах паллаштарнă, вĕренекен çамрăксен Интернетпа тÿлевсĕрех усă курма май пурри тавра калаçнă.
Алена Аршинова федерацин тепĕр проектне те – студентсем валли çĕнĕ общежитисем тăвасси – куçран вĕçертмест. «Кăçал çĕнĕ общежитисен строительстви валли 8 млрд тенкĕ уйăрнă, çак укçан пĕр пайĕ Чăваш Ене те çитессе шанас килет», – тенĕ Раççей Патшалăх Думин чи çамрăк депутачĕ. Вăл хăй чăваш çамрăкĕсем сĕнекен проектсене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшма тăрăшнине пĕлтернĕ.
Михаил Игнатьев тата Алена Аршинова Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Çамрăксен кадр резервĕн членĕсемпе, çамрăксен «Эпĕ çамрăк» интернет-пĕрлĕхĕпе, «МолГород-2012» форумăн йĕркелÿ комитечĕпе тĕл пулса калаçнă.