21 апреля 2012 г.
СЫВĂ пурнăç йĕркишĕн уйăхлăха халалласа Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. 1-4 класс ачисем «Сывлăх – модăра» темăпа калаçусем йĕркеленĕ. 5-11 классем хушшинче «Эпĕ сывлăха упратăп» ятпа стена хаçачĕсен конкурсĕ пулнă. Паллах, спорт ăмăртăвĕсем те шкулта пысăк вырăн йышăнаççĕ. Акă, 5-6 классенче вĕренекенсем «хаваслă стартсенче» тупăшрĕç, физкультура вĕрентекенĕ И.Сабаев шашка турнирĕ тата армспорт ăмăртăвĕ йĕркелерĕ. Районта пулнă армспорт тупăшĕвĕнче те пирĕн шкул вĕренекенĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем – Олеся Столярова, Юлия Купташкина, Влада Прохорова, Анастасия Большакова, Мария Елисеева, Александр Поликарпов, Денис Ларионов хăйсен йывăрăш виçисенче – пĕрремĕш, Алина Петькова, Никита Яковлев, Александр Парамонов, Максим Мамонтов иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Çак ачасенчен çиччĕшĕ район чысне республикăра хÿтĕлерĕç.
Сывлăх пулсан – веçех пулать. Çавăнпа та ăна ачаранах упрамалла. Пурин те спортпа туслашмалла, сиенлĕ йăласенчен сивĕнме тăрăшмалла.