Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль

21 апреля 2012 г.

ЧĂВАШЛĂХА упраса хăварас, ăна аталантарас, чăваш халăхĕн культурине, йăли-йĕркине манас мар тесе тĕрлĕ мероприятисем шкул ачисен хушшинче ирттерсех тăраççĕ. Паллах, тăван чĕлхен илемлĕхне, хăватлăхне вăйлатас тĕлĕшпе республика конкурсĕн районти «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн пуçламăш тапхăрĕ иртнĕ. Унта шкулсенчи 6-9 классенче вĕренекенсем хутшăннă. Вăл тĕрлĕ номинацисемпе пулнă.

«Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсра пĕрремĕш вырăна – Кивĕ Чукал шкулĕнчи Елена Малеева, иккĕмĕшне – Пуянкасси шкулĕнчи Кристина Андреева, виççĕмĕшне – Анат Чаткас шкулĕнчи Дарья Козловапа Палтиел шкулĕнчи Владимир Сергеев йышăннă.

Мультимедиллĕ «Чăвашлăх тĕнчи» презентацире Ксения Алюкова, Алена Львова (иккĕшĕ те Шăмăршă шкулĕ) пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Марина Сорокинапа (Палтиел шкулĕ) Юлиана Антонова (Шăмăршă шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Çĕнтерÿçĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнса район чысне республикăра хÿтĕлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика