21 апреля 2012 г.
ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Çулталăк вĕрентекенĕ – 2012», «Чи лайăх класс ертÿçи – 2012» тата «Çулталăк воспитателĕ – 2012» республика конкурсĕсен пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
Чи малтан «Çулталăк воспитателĕ» конкурса хутшăннисене чысланă. Тĕрлĕ номинацисенче Шăмăршăри «Аленушка» ача садĕнчи Людмила Шуряшкина, Карапай Шăмăршăри «Утмăл туратри» Надежда Солдатова, Асанкассинчи «Чĕкеçри» Наталья Кадеева, Кивĕ Чукалти «Автанри» Татьяна Малеева, Шăмăршăри «Ромашкăри» Елена Петрова воспитательсем лауреатсем пулса тăнă. Республикăра вара район чысне Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн воспитателĕ Галина Драгунова хÿтĕлĕ, вăл – районти конкурс çĕнтерÿçи.
«Çулталăк вĕрентекенĕ» ята Шăмăршă шкулĕн вĕрентекенĕ Надежда Львова тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Светлана Юхвитовапа (Шăмăршă шкулĕ), Елена Ильина (Анат Чаткас шкулĕ). Номинацисенче çаксем палăрчĕç: Антонина Ульянова (Пуянкасси шкулĕ), Людмила Сабаева, Валентина Сельцова (иккĕшĕ те Карапай Шăмăршă шкулĕ), Сирина Хайруллова (Патирек шкулĕ) тата Евгений Укин (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ).
«Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем хушшинче малти виçĕ вырăна Елена Сандрейкина (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), Марина Чураева (Шăмăршă шкулĕ), Галина Мишкина (Кивĕ Чукал шкулĕ) пайланă. Вăтам ушкăнра Татьяна Анисимова (Шăмăршă шкулĕ) – пĕрремĕш, Людмила Краснова (Пуянкасси шкулĕ) – иккĕмĕш, Алена Чайкинапа (Палтиел шкулĕ) Ирина Ендиерова (Васан шкулĕ) – виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Аслă ушкăнра çĕнтерÿçĕ ятне Шăмăршă шкулĕнчи Елена Муромцева çĕнсе илнĕ.