21 апреля 2012 г.
Иртнĕ эрнере Шупашкарти С.М. Максимов композитор ячĕпе хисепленекен музыка шкулĕн концерт залĕнче суд приставĕсен Федераллă службинче ĕçлекенсен ачисем хушшинче ирттерекен «Хрустальные звездочки-2012» Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн республика шайĕнчи илемлĕ пултарулăх конкурсĕ пулса иртнĕ. Çак конкурса Шăмăршăри суд приставĕсен ачисем Даша Синелева тата Роман Ларшников та хутшăннă.
Республикăри хуласемпе районсенчен пухăннă 30 ытла ача хăйсен пултарулăхне виçĕ номинацире кăтартнă. 7-12 çулхисем ушкăнĕнче Даша Синелева «Хореографи» номинацире кăнтăрти халăхсен ташшине ташласа хисеплĕ 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 7-ри Роман Ларшников вара «Вокал» тата «Выляв ăсталăхĕ» номинацисенче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, I-мĕш степенлĕ Диплом илме тивĕç пулнă. Сумлă жюри членĕсене тата куракансене Рома хăйĕн савăнăçлă такмакĕсемпе тата чăвашсен тĕрлĕ кĕвĕ хатĕрĕсемпе выляса тыткăна илме пултарнă. Жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем те парса чысланă.