Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула – парне

21 апреля 2012 г.

Иртнĕ ĕмĕрте пичетленнĕ 31 томлă пысăк энциклопедисен («Большая советская энциклопедия») содержани тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ, карта-схемăсемлĕ çак изданисенче тĕрлĕ енлĕ тата питĕ анлă информаци вуласа пĕлме пулать. Вĕсем шкулсемшĕн те – питĕ усăллă кĕнекесем. Учительсемшĕн, вĕренекенсемшĕн ку энциклопедисем хăйне евĕр пĕлÿ çăл куçĕ пулса тăраççĕ.

Нумаях пулмасть Е.С.Воронцова учительница Шăмăршăри вăтам шкул библиотекине Пысăк энциклопедин тулли пуххине – 31 томне парнеленĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн амăшĕ, Светлана Дмитриевна, çак паха изданисене туянса хăйĕн килти библиотекине пуянлатса пынă пулнă. Студентка пулнă тапхăрта хăш-пĕр томсене Елена Семеновна хăй те туяннă. Амăшĕпе хĕрĕ пĕр шухăшлăн пулса энциклопедисене шкула парнелеме шутланă.

Шкул директорĕ О.М. Еремеева тата Р.В. Федотова библиотекарь сумлă парнешĕн Елена Семеновнăпа Светлана Дмитриевнăна пĕтĕм чун-чĕререн тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика