25 апреля 2012 г.
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕнче Гала-концерт иртрĕ. Раççей историйĕн çулне тата Шăмăршă районне йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă районти фестивалĕн пысăк концертне ял поселенийĕсен чи лайăх художество коллективĕсемпе ансамбльсем тата уйрăм солистсем хутшăнчĕç.
Гала-концерт программинче илемлĕ пултарулăхăн пур жанрĕсем те пулчĕç: хор, вокал ансамблĕ (хĕрарăмсен, арçынсен, хутăш), пĕччен, дуэтпа, триопа юрласси, çемье тата инструментсен ансамблĕсем, ташă (халăх, эстрада), илемлĕ сăмах, театр жанрĕ, фольклор. Шăмăршăри культура центрĕн анлă сцени çинче кăтартнă кашни художество номерне тулли зал ăшшăн алă çупса йышăнчĕ. Фестивальте 1-3-вырăнсем йышăннă илемлĕ пултарулăх коллективĕсене, ансамбльсене, уйрăм солистсене райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ Алина Ларшникова Грамота парса чысларĕ, творчествăра çĕнĕ ÿсĕмсем сунчĕ.
Ял поселенийĕсен чи пултаруллă коллективĕсемпе ансамбльсене тата солистсене хаçатра асăнса хăварни, вĕсемпе район çыннисене паллаштарни вырăнлă пулĕ тетĕп.
«Хор» номинацире жюри Пуянкасси ял поселенийĕ пĕрремĕш вырăна тухнă тесе йышăннă. Чукалпа Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен хорĕсем – иккĕмĕш, Васанпа Кивĕ Чукал ял поселенийĕсен коллективĕсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
«Фольклор» номинаци тăрăх фестивальте «Ахаяс» (Пуянкасси) – пĕрремĕш, «Шăнкăрав» (Карапай Шăмăршă) иккĕмĕш вырăна тухнă. Кивĕ Чукалти («Пилеш»), Чукалти фольклор коллективĕсем, Виçпÿрт Шăмăршăри ача-пăча («Виçпÿрт çеçкисем») фольклор ушкăнĕ – виççĕмĕшсем.
«Инструментсен ансамблĕ» номинацире Васан ял поселенийĕнчи Ларшниковсен çемйи – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнчи купăсçăсен ансамблĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Васансен, пуянкассисемпе чукалсен арçынсен ансамблĕсем, чукалсен («Ивушки»), пуянкассисен тата карапайсен хĕрарăмсен ансамблĕсем, чукалсен, пашьелсен хутăш ансамблĕсем хăйсен номинацийĕсенче 1-3 вырăнсене тухнă.
Тихоновсен (Васан) тата Долговсен (Палтиел) çемье ансамблĕсем – районта чи лайăххисем.
Пуянкасси, Палтиелпе Карапай Шăмăршă тата Васанпа Кивĕ Чукал ял поселенийĕсен коллективĕсем «Ташă» номинацире чи пултаруллисем пулнă.
Пĕччен юрлассипе Т.Малеевапа (Кивĕ Чукал) Е.Воронцова (Шăмăршă), Р.Алимовпа Т.Долгова (Палтиел), И.Тихоновпа (Васан) Н.Полякова (Карапай Шăмăршă), дуэтпа юрлассипе А.Андроновпа А.Тимофеев (Пуянкасси), Л.Савельевапа Н.Безруков (Кивĕ Чукал), П.Чурбановпа Н. Иванов (Кивĕ Чукал), Еленăпа Лида Гордеевасем (Пуянкасси) 1-3 вырăнсене тухнă тесе палăртнă. Триопа юрлассипе чукалсен тата палтиелсен солисчĕсем малти вырăнсене йышăннă.
«Илемлĕ сăмах» номинацире пуянкассисен литературăпа музыка композицине чи ăнăçли тесе палăртнă. Кивĕ Чукалти Е.Борзова – иккĕмĕш.
Декораципе ал ĕç ăсталăхĕн выставкине туллин те ăнăçлă йĕркелес тĕлĕшпе пуянкассисем – пĕрремĕш, карапайсем – иккĕмĕш, васансем виççĕмĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ.
Çÿлерех асăннă художество коллективĕсен, ансамбльсен тата солистсен пултарулăхĕпе район çыннисем кăçалхи Акатуйра паллашма пултараççĕ. Вĕсене эпир творчествăра малашне те ăнăçу сунатпăр.