Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сÿрелетпĕр, çĕр хатĕрлетпĕр

25 апреля 2012 г.

«ШАНС» ООО ĕçченĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене нихăш çул та вăраха тăсман. Кăçал та ĕççине тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илтĕмĕр. Малтанхи агрегатсем хире тухрĕç те ĕнтĕ. Андрей Кирпичников халĕ нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелет, Александр Хрисанов механизатор БДН агрегатпа çĕр хатĕрлет.

Кăçал нумай çул ÿсекен курăксемпе кĕр калчисене апатлантарма çĕнĕ йышши «Рубин» агрегат туянтăмăр. Ăна пĕр тăван Алексейпа Александр Купцовсем ĕçлеттереççĕ, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне минераллă удобренисем хываççĕ.

Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал 500 гектар акса хăвармалла. Икĕ сеялкăллă ака агрегатне Юрий Кузьмина шанса патăмăр. Вăрлăхсене Василий Стрижов турттарса тăрĕ, вăлах акнă лаптăксене катоксемпе пусăрăнтарĕ. Сеяльщиксем – Николай Егоров, Анатолий Антонов тата Владимир Кисамеев бригадир.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика