Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхпа тимлĕ пулăр

25 апреля 2012 г.

ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сахăр диабетне инфекциллĕ мар эпидеми тесе йышăннă. Çак чирпе аптракан питĕ нумай.

Диабет анлă сарăлнин сăлтавĕ тĕрлĕрен. Тĕп вырăнта сахал хускални тата тĕрĕс мар апатланни тăрать. Чир палли – пылак шăк нумай тухни. Шĕвек нумай çухатнипе ытларах та ытларах ĕçес килет, ялан ăш хыпать. Ку – чирĕн тулаш енĕ-ха. Тĕп инкекĕ – организмăн тĕртĕмĕсенче. Чирлĕ çын шăкпа пĕрле энерги çăл куçне – глюкозăна – çухатать. Диабет чухне вăл органсем патне çитейменнипе глюкоза выçлăхĕ пуçланать. Тĕртĕмсем усă курайман глюкоза юн тымарĕсенче сахăр сиропĕ евĕр çараланса пухăннипе лару-тăру тата ытларах кăткăсланать.

Тытăмсемпе органсем аптраççĕ, сисĕмлĕх пăсăлать, кĕлетке тăрăх кăпшанкăсем чупнăн, ÿт пĕçертсе тăнăн туйăнать. Унтан урасемпе алăсем çывăрса каяççĕ. Шалти органсен ĕçне йĕркелесе тăракан нервсем те хавшаççĕ. Вĕтĕ юн тымарĕсем çăра юнпа тулса лараççĕ. Уйрăмах – куç сетчаткинчи юн тымарĕсем. Диабет йывăрлансах кайсан çын суккăрланма пултарать. Чир пÿресене те питĕ япăх витĕм кÿрет. Урасем уйрăмах сисĕмлĕ. Ура лапписем патне юн сахал пынипе тата вĕсем çывăрса кайнипе гангрена пуçланас хăрушлăх пысăк.

Диабетран хÿтĕленме мĕн тумалла-ха; Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Май килнĕ таран ытларах çуран çÿремелле. Чи пахи – кунне 10 çухрăмран кая мар хăвăрт утни. Шултра кĕрперен пĕçернĕ пăтă çини лайăх. Рационра пахча-çимĕç ытларах пулмалла. Пулă усăллă. Васкаса, телевизор умĕнче çини те сиенлĕ. Çырткаласа илес килсен, тархасшăн, – пан улмине кунта нимĕн те çитмест. Кашни кун ирхи апат çиме те ан манăр.

Диабетпа чирлетĕр пулсан сывă пурнăçăн ансат йĕркисене тимлĕн пурнăçламалла. Кĕлетке виçи ытлашшисен начарланма тăрăшмалла, чир йывăрланасран асăрханмалла.

Чи пĕлтерĕшли – юнри сахăр шайĕ ÿсесрен сыхланни, çавăнпа харпăр хăй сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла. Тухтăр çырса панă эмеле яланах вăхăтра ĕçмелле.

Урасене уйрăм тимлĕх кирлĕ. Ура лапписене, тĕпĕсене (тĕкĕрпе пăхса) тĕплĕн тĕрĕслемелле. Кăшт суранлансанах тухтăр патне каймалла. Чĕрне каснă чухне аманасран асăрханăр. Аслă çулти çынсене ку ĕçе тума килтисен пулăшмалла.

Юлашкинчен çакна аса илтеретĕп: сывлăха тухтăр патĕнче çулсерен тĕрĕслеттермелле. Чире вăхăтра тупса палăртсан унпа кĕрешме те çăмăлрах пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика