Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх тÿпинче

28 апреля 2012 г.

ШĂВАТЬ те шăвать вăхăт. Вăл хăйĕн черетлĕ юбилейне палăртнăранпа та вăхăт нумай иртнĕн туйăнмасть пек те – акă, хыçа юлакан çичĕ теçеткене пĕтĕмлетмелли тапхăр та çитрĕ Ф.Мадуровшăн.

Баскак поселокĕнче 1942 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă пулас скульптор. Унăн искусство енне, илемлĕх тĕнчине туртăнас туйăм шкул çулĕсенчех палăрнă. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ Ф.Мадуров вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне кайса кĕнĕ, 1965 çулта унти художествопа графика факультетне ăнăçлă пĕтернĕ. Салтак пăттине те çиме тивнĕ пулас скульптора. Каярахпа вăл хăй вĕреннĕ институтрах преподавательте ĕçленĕ. 1970 çултанпа – Раççей Федерацийĕн Художество фончĕн скульпторĕ.

Федор Ивановичăн пултарулăхĕпе ăсталăхĕ чăннипех тĕрлĕ енлĕ. Унăн скульптурисем, скульптурăллă портречĕсем чĕрĕ пекех. Вĕсенче – пурнăç, чăн-чăн чăвашлăх. Талантлă ăста хăйĕн ĕçĕсенче халĕччен уçăлман чăнлăхсене тишкерсе уçса пама тăрăшать, куракансен умне истори те яр уççăн тухса тăрать. Кашни сăнарах чун-чĕре витĕр сăрхăнса тухнă.

Ÿнер ĕçĕнчи тĕп тĕллев – сăнар калăпласси, ăна чун кĕртесси, унсăрăн произведени пиçсе çитмест, халăх йышăнман япала халлĕн çеç тăрса юлать. Апла пулсан, тĕшĕ кирлĕ.

Ф.Мадуровăн «Телей», «Вăхăт тата пурнăç» скульптурăсем пур. Вĕсем унăн пултарулăхĕнче уйрăмах пысăк вырăн йышăннине палăртмалла. Е «Çăм арлакан» ĕçех илер. Унра хĕр çинчи аркăллă кĕпе, кăкăр çинчи авалхи эреш, куçа курăнман çип – пурте пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ, çыхăнуллă. Иртнĕ çул ăсталанă «Пушкин тата Бичурин», «Ломоносов тата Егоров», «Чăваш хĕрарăмне шыва кĕртни» графика ĕçĕсенче те автор иртнĕ саманана паянхи пурнăçпа çыхăнтарни, историре тарăн йĕр хăварнă çынсене паянхи çынсенче курма тăрăшни сисĕнет. «Юланутçăсем», «Карта юрри» композицисем пирки те çакнах каламалла пулĕ. «Чăваш амăшне» палăк та – чĕрĕ сăнар. Н.К. Сверчков портречĕ, «Кавар» тата «Вăйă» композицисем те нумайлăха асра юлаççĕ, тыткăнлаççĕ.

Тĕрлĕрен выставкăсенче куракансем Ф.Мадуров ĕçĕсемпе хаваспах паллашаççĕ, вĕсене тишкерсе хăйсене майлă хак параççĕ. Халĕччен скульптор республика тата çĕр-шыв шайĕсенчи вуншар та вуншар курава хутшăннă, хăйĕн произведенийĕсене тăратнă. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕн, чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕн Ф.Мадуровăн ĕçĕсем паян Патшалăх Третьяковка галерейинче упранаççĕ. Çавăн пекех унăн произведенийĕсене СССР Вĕрентÿ тата РСФСР Культура министерствин фончĕсем туяннă, «Юланутçăсем» композицине Етĕрнерен Шупашкара пырса кĕнĕ çĕре вырнаçтарнă.

Çак кунсенче Чăваш Патшалăх ÿнер музейĕнче çитмĕл çулхи юбилей ячĕпе Федор Ивановичăн «Ылтăн кăшăл – 2009» куравĕ уçăлнă. Кунти кашни ĕçех уйрăм композици теме пулать, экспозицири халап сăнарĕсене пăхăрпа алюминирен шăратнă.

Обществăлла ĕçсенче те хастар, пултаруллă ентешĕмĕр. РФ Художниксен союзĕн членне Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, темиçе хутчен ЧР Художниксен союзĕн правлени членне суйланă. Вăл – Чăваш Наци Конгресĕн Мăн канашĕн членĕ, чăвашсен Ăс-тăн Академийĕн вице-президенчĕ.

Çĕрпÿ-Сызрань автотрасса хĕрринче, Шăмăршăпа Карапай Шăмăршă ялĕсем хушшинче темиçе çул ларнă «Вăхăт тата пурнăç» монументлă ансамбле чылайăшĕ халĕ те лайăх ас тăваççĕ пулĕ-ха. Пиншер çын курса киленнĕ унти йывăçран касса кăларнă скульптурăсене. Иртнĕ çул вĕсене скульптор çуралнă тăрăха – Баскак поселокне куçарса кайса вырнаçтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика