25 апреля 2012 г.
Шăмăршăра пурăнакан спорт ветеранĕ, Раççей, Европа тата Тĕнче чемпионĕ, Раççей спорт мастерĕ В.Шуряков тĕрлĕ ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. Акă çак кунсенче Владимир Петрович Хусанта пулнă, Тутарстанри Николай Жеребцов ячĕллĕ кире спорчĕн уçă ăмăртăвĕсене хутшăннă.
Яланхи пекех, пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр унта лайăх результатсемпе палăрнă. 60 çулти тата аслăрах ÿсĕмри спорт ветеранĕсем хушшинче В.Шуряков пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, ылтăн медале тата ятарлă кубока тивĕçнĕ (спортсменсем 16-шар килограмлă кире пуканĕсене пĕр харăс çĕкле-çĕкле вăрăм циклта вăй виçнĕ).
Сумлă турнира хутшăнма спонсор пулăшăвĕ панăшăн Владимир Петрович Шăмăршăра пурăнакан Сергей Авенирович Галкина чĕререн тав тăвать.
Хальхи вăхăтра В.Шуряков Германири Гамбург хулинче иртекен кире спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери чемпионатне хутшăнма хатĕрленет.