25 апреля 2012 г.
Литература тата кĕнеке вулавĕн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе 2012 çулхи ака уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенчи каç Раççейре пĕрремĕш хут «Библиокаç» социаллă-культурăллă акци иртнĕ. Çакнашкал акцие малашне çуллен, ака уйăхĕнче, виçĕ ĕç эрни иртсен, эрне кунран шăмат куна куçас умĕнхи каç йĕркелеççĕ. Ку акцие («Библионочь») хуть мĕнле организаци те хутшăнма пултарать. Паллах ĕнтĕ, çак мероприятие чи малтан библиотекăсенче, музейсенче, галерейăсенче, издательствăсенче, литература обществисенче, клубсенче, кĕнеке лавккисенче ирттереççĕ.
Эрне кун каçхине, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекине кĕнеке вулама юратакансем тата Шăмăршăра пурăнакан, сăвă çырма кăмăллакан авторсем пухăнчĕç. Вулав залĕнчи çавра сĕтелсем хушшинче ларнă май, кĕнеке вулама юратакансем тата сăвă çырма кăмăллакансем литература пирки калаçрĕç, искусствăн хуть хăш тĕсĕнче те (кино-телефильмсем, теле-спектакльсем тата ытти те) литература произведенийĕ (роман, пьеса) тĕп вырăн йышăннине палăртрĕç.
Малалла вара Зоя Головинская, Софья Моисеева, Светлана Миронова хăйсен сăввисене вуласа пачĕç, вулакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.