25 апреля 2012 г.
1986 Çулта, ака уйăхĕнче, Чернобыльти АЭСра катастрофа пулни пирки нумайăшĕ ас тăвать. Унта вуншар пин çын пурнăçĕ татăлнă.
Кашни çулах, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раççейре радиаци аварийĕсемпе катастрофисенче вилнисене асăнаççĕ. Районта та çак кун мероприятисем иртеççĕ. Чернобыльти хăрушă инкеке сиенсĕрлетме пирĕн районтан вун пĕр çын хутшăннă, вĕсенчен çурри пурнăçран уйрăлнă. Пурăнаканнисем те – пурте тенĕ пекех инвалидсем. Вĕсем юн çаврăнăш, сывлав, вар-хырăм органĕсен, нерв тытăмĕн, шыçă чирĕсемпе нушаланаççĕ. Районти халăха социаллă пулăшу паракан пайра вĕсене сывлăхĕсене çирĕплетме санаторие кайма путевка параççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.