Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманта асăрхануллă пулар

28 апреля 2012 г.

Уявсем вăхăтĕнче çынсем вăрмана уйрăмах йышлă çÿреççĕ. Пурнăçри паллă, асра юлмалли кунсене те кунтах паллă тăвасси çамрăксем хушшинче вăй илсех пырать. Вăрмана кĕме, паллах, чараймăн, кашни çын хыççăнах тĕрĕслесе тăраймăн. Çакнашкаллисене вăрманта асăрхануллă пулмалли çинчен çеç асăрхаттарас килет. Уявра кăвайт чĕртмесĕр, шашлăк ăшаламасăр пулмастех. Хăшĕсем çапла та калама пултараççĕ: "Курăк шăтнă вĕт, апла пулсан ним хăрушши те çук". Анчах çакă ултавлă шухăш: ешĕл курăк айĕнчи типĕ çулçăсемпе типнĕ курăк та хăвăрт хыпса илме пултараççĕ. Эрех-сăра сыпнă хыççăн та асăрханулăхпа тимлĕх чакаççĕ. Ÿсĕр çын сÿнтермен пирус-сигарет тĕпне ăçта килчĕ унта пăрахать. Çакăн хыççăн инкек пуласса кĕтсех тăр. Вăрман – пирĕн пысăк пуянлăх, çут çанталăк, тăван тавралăх илемĕ. Ăна килес ăрусем валли сыхласа хăварасси – кашни çын тивĕçĕ. Апла пулсан, вăрманта яланах тимлĕ пулар, унта "хĕрлĕ автана" ашкăнма парар мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика