28 апреля 2012 г.
КĂÇАЛХИ кăрлач-пуш уйăхĕсенче район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче 3 авари пулнине, вĕсенче виçĕ çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 2 аварире икĕ çын аманнине шута илнĕччĕ. Пуш уйăхĕнче пĕр авари пулнă. «Çĕрпÿ-Ульяновск» автоçулăн 116-мĕш километрĕнче «Жигули» водителĕ, хăйĕн автомашинипе урăм-сурăм вирхĕнсе пынăскер, тепĕр транспортран иртсе кайма шутланă. Шел, «Жигули» хирĕç килекен ЛиАЗ автобуса пырса тăрăннă. Телее, Ульяновск автобусĕн водителĕ, опытлă та пултаруллăскер, тивĕçлĕ маневр туса авари хăрушлăхне чылай пĕчĕклетнĕ – «Жигули» водителĕ çăмăл сурансем кăна илнĕ. Хăвăртлăха кирлинчен ÿстерни, тепĕр транспортран иртсе кайнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни авари тăвасси патне илсе çитернĕ. Халĕ çул-йĕрсем çинче ачасем велосипедпа е скутерпа ярăнса çÿренине тăтăшах курма пулать. Хăш-пĕри автомашинăсем çÿрекен çул çинех тухать. Ку вара инкекпе вĕçленме те пултарать. Велосипедпа е скутерпа ачасен çул хĕррипе кăна çÿремелле. 14 çул тултарманнисен çак транспорт хатĕрĕсемпе çул çине тухма юрамасть. Васанти тĕп шкулта вĕренекенсем нумаях пулмасть Шăмăршăри ГИБДД посчĕ патне килсе çитрĕç. Çул-йĕр патруль службин офицерĕсем вĕсемпе «Светофорик» конкурс ирттерчĕç. Ачасем çул-йĕр правилисене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. ГИБДД сотрудникĕсем çак кун чылай автомашинăна чарчĕç. Тĕрлĕ классенче вĕренекенсем водительсене «Сбереги мою жизнь» буклетсем пачĕç, çул çинче яланах питĕ асăрхануллă пулма, ачасене курсан тимлĕхе ÿстерме ыйтрĕç. Водительсем ачасен сĕнĕвне çирĕп пурнăçлама шантарчĕç. Статьяна вĕçленĕ май, çул çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма сĕнетĕп. Кун пек чухне çитес çĕре вăхăтра çитетĕн, киле тĕрĕс-тĕкел таврăнатăн.