28 апреля 2012 г.
МĔН пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿснĕ эпир санпа. Пире, кÿршĕ ачисене, аслисем шÿтлесе çуралсанах çураçса хунă-мĕн. Çавна май аçупа аннÿ курмассерен мана кин тесе йăл кулатчĕç. Манăннисем те сан пирки пулас кĕрÿ тесе час-часах аса илтеретчĕç. Юлташсемпе тантăшсем те йĕкĕлтетчĕç: упăшкипе арăмĕ имĕш эпир... Чăн та, Олег, эпир санпа ялан пĕрлеччĕ çав. Кашнинчех çĕнĕ вăйă шутласа кăлараттăмăр. Эсĕ ыттисем кÿрентересрен ман хута кĕреттĕн, ялан хÿтĕлеттĕн. Шкулта та пĕр парта хушшинче лараттăмăр. Уроксенче, май пулсан, пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр, киле панă ĕçсене пĕрле пурнăçлаттăмăр. Пĕр кун курмасан тем çитмен пек туйăнатчĕ. Тĕл пулма сăлтав шыраттăмăр вара. Аслă классенче ăс пухн чухне эсĕ мансăр пурăнма пултараймассине пĕлтертĕн. Эпĕ сана çав тери килĕштереттĕм çав. Ачаран çирĕпленнĕ туслăх майĕпен юратăва куçрĕ. Канмалли кунсенче клуба пĕрлех каяттăмăр эпир, çĕрĕпе ташлаттăмăр, ирччен хапха умĕнче тăраттăмăр. Тем çинчен те калаçаттăмăр, пĕрле пурăнма ĕмĕтленеттĕмĕр. Шкул пĕтернĕ хыççăн эпĕ малалла вĕренес тĕллевпе хулана кайрăм, эсĕ вара кÿршĕ районти училищĕне кăна вĕренме кĕме кăмăл турăн, аçу-аннÿне пулăшмалла тесе пĕлтертĕн. Çав тери тунсăхлаттăм саншăн, çавăнпа час-часах хам çуралса ÿснĕ тăрăха васкаттăм. Сана салтака ăсатнă хыççăн питĕ кичемччĕ мана, çавăнпа тантăшсем сĕннипе вăхăтлăх тенĕ пек савнм тупса ятăм. Унпа хирĕçнĕ хыççăн тепринпе туслашрăм. Тĕрĕссипе, каччă тупасси пĕрре те йывăр мар, калаçма пĕлсен вĕсем хăйсемех пирĕн хыççăн чупма пуçлаççĕ. Çук, çук, эпĕ вĕсемпе ним япăххи те туман, вăхăт çеç ирттернĕ. Эсĕ çартан таврăнсан мана качча тухма ыйтрăн. Çук, килĕшмерĕм, малтан алла диплом илес килнине пĕлтертĕм. Сана уйăхра пĕрре çеç кураттăм, çавна май пĕр-пĕринчен ютшăнсах пытăмăр. Тĕрĕссипе, ман ялта пурăнас килместчĕ, эсĕ вара хулана куçасшăн марччĕ. Савнийĕм мана кăна юратать-ха, ниçта та тармасть тесе вĕреннĕ вăхăтра ыттисене çавăрттартăм эпĕ. Анчах шаннă кайăк йăвара пулмасть иккен. 2-3 уйăх каялла эсĕ авланма шут тытнине илтрĕм. Çук, ĕненмерĕм, çынсем тем арпаштараççĕ пуль тесе тĕрĕслĕхе пĕлме яла килтĕм. Киле çитес умĕн шăпах сана куртăм. Йăл-йăл çиçрĕн эсĕ, çумăнти хĕрне хыттăн ыталарăн. Пулас арăму иккен вăл. Эсĕ мана унпа паллаштартăн, туя чĕнтĕн те малалла васкарăр. Ним те калаймарăм эпĕ, чĕлхе çыхланса ларчĕ тейĕн. Чĕрем хĕссе ыратма пуçларĕ. Епле-ха апла; Эсĕ пĕр мана çеç юрататăп тенĕччĕ-çке. Улталарăн пулать-и-ха; Çук, эпĕ хамах айăплă, сана сивĕтме тăрăшрăм, сăмахна тăнламарăм. Эпĕ те сана кăна юрататăп-çке. Пĕр сана çеç саватăп. Хулара хыçран чупакан каччă нумай-ха, анчах сана нихăшĕ те çитеймест, эсĕ çеç кирлĕ мана.Сирĕн туя, паллах, эпĕ каймарăм. Савăнăçлă шăв-шава илтес мар тесе çав кун хуларах юлтăм, çавах мана йывăр пулчĕ. Эх, мĕншĕн сана вăхăтра хаклама пĕлмерĕм-ши; Халь эсĕ качча тухма ыйтнă пулсан пĕр сăмахсăр килĕшнĕ пулăттăм, ялтах пурăнăттăм. Чавса çывăх та çав, çыртма çук. Пĕлетĕн-и, эпĕ халĕ те манаймастăп пĕрле ирттернĕ самантсене. Сана аса илтерекен çынна курсан чĕрем кăлт тăвать. Санни евĕрлĕ сас илтсен пăлханма пуçлатăп. Мĕн тери пысăк йăнăш турăм эпĕ хамăн пурнăçра! Савниçĕм, сансăр мĕнле пурăнас; Сана манас тесе теприне качча тухни те йăнăш пулĕ. Юратнă çынсăр пурăнма çав тери йывăр иккен.