Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи шывпа юхса кайнă çамрăклăх

28 апреля 2012 г.

ÇУРКУННЕ çитмессерен чун-чĕрене тунсăх пусать. Аса-илÿпе темиçе çул каялла пулнă саманта таврăнатăп, пулни-иртнине тепĕр хут куç умне кăларатăп. Темшĕн хаваслă та ырă кунсем хыççăн асаплă хурлă каçсем çитеççĕ. Ыйхă вĕçнĕ каçсенче чÿречерен сăнаса тÿпери çăлтăрсене шутласа выртни нумай пулнă. Чун тăвăлса çитнĕ чухне никама та курас, никампа та калаçас килмен вăхăтсем те пайтах пулнă. Кÿршĕ ялăн хÿхĕм хĕрĕпе ăнсăртран паллашрăм. Кăвак куçлăскер, сарă çÿçлĕскер тÿрех кăмăла кайрĕ. Ăшă йăл кулли чунра ырă туйăм вăрататчĕ. Унпа тем çинчен те калаçаттăмăр, шÿтлеттĕмĕр. Юнашар чухне вăхăт иртнине те сисместĕмччĕ. Савнă хĕр аллине аслă пĕлÿллĕ диплом илсен пĕрлешме ĕмĕтленеттĕмĕр. Анчах ĕмĕтĕмсем çурхи шывпа юхса кайрĕç. Вăл юлашки курсра урăх каччăна качча тухрĕ. Ытла та хăвăрт манчĕ вăл мана, пĕр шелсĕр туйăма таптарĕ. Хÿхĕм хĕр çапла хăтланма пултарасса эпĕ шутлама та пултарайман. Эпир унпа питрав типпинчен тухсан пĕрлешме калаçса татăлнăччĕ. Вăл вара сăмахне тытаймарĕ, кĕтнĕ кун çитиччен, икĕ уйăх маларах туй кĕпи тăхăнчĕ. Çак хыпара пĕлсен манăн çут тĕнчерен уйрăлса каяс килчĕ. Юрать-ха юлташсен пулăшăвĕ çак утăмран çăлса хăварчĕ. Вĕсем май килнĕ таран мана лăплантарчĕç, умри тунсăх чаршавне сирме хăтланчĕç. Анчах чĕрери суран часах сипленесшĕн пулмарĕ, кăвак куçсем тĕлĕкре те канăç памарĕç. Савнă хĕр валли туяннă куçлă çĕрĕ çине тинкерсен ÿт-пÿ тăрăх сивĕ чупса иртетчĕ, кăмăла хуçатчĕ. Малтан ырă туйăм çуратакан çĕрĕрен уйрăлма шут тытрăм. Текех мана кÿршĕ ялăн хĕрĕпе (халĕ урăх районăн кинĕпе) нимĕн те çыхăнтарса ан тăтăр тесе ял çумĕнчи юхан шыв урлă хывнă чĕнтĕрлĕ кĕпер енне утрăм. Шăнкăртатса юхакан çурхи шыв çине вăрахчен сăнаса тăтăм, каллех аса илÿ çăмхине сÿтрĕм. Лăпланса çитрĕм те алăри куçлă çĕрре шыва пăрахрăм. Тен, юмахри пек, ман çĕрре вутăш тупса тăхăнĕ, мана тав тăвĕ. Çапла хам юратăва, хаваслă çамрăклăха çурхи шывпа юхтарса ятăм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика