28 апреля 2012 г.
Профессилле уява эпир çуллен кафере паллă тăватпăр. Кăçал та акă çав кун çитсен хамăр килĕштерекен кафене çул тытрăмăр. Хальхинче мана тин кăна ĕçе вырнаçнă каччăпа юнашар ларма тÿр килчĕ. Унпа паллашрăмăр. Тĕрĕссипе, вăл мана пĕрре курсах килĕшрĕ-ха, ыттисенчен уйрăлса тăрать пек туйăнатчĕ. Тепĕр çур сехетрен эпир тахçанхи пĕлĕшсем пекех калаçрăмăр. Хаваслă кĕвĕ пуçлансан вăл мана ташша чĕнчĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех шурĕ, киле те пĕрлех кайрăмăр. Уншăн çак каç чи телейлĕ каçсенчен пĕри пулчĕ. Манăн та кăмăл савăкчĕ, тÿпене çити вĕçсе хăпарас килетчĕ. Кайран кашни кун тĕл пулма тытăнтăмăр, телефонпа та вăрахччен калаçаттăмăр. Ăна ытларах та ытларах килĕштертĕм, унтан юратса пăрахрăм. Унăн çемйи пуррипе çукки пирки те ыйтса тĕпчемерĕм, хамăн вара кун пирки питĕ пĕлес килетчĕ. Çапла уйăх хыççăн уйăх иртрĕ. Пĕррехинче ачалăхра курнă мультфильмсем пирки калаçса кайрăмăр. Манăн савни ас тумасăр хăй çемйи çинчен сăмах пуçарчĕ. Эпĕ ним пулман пекех ачисем пуррипе çукки пирки тĕпчерĕм. Вăл ассăн сывласа ывăл çитĕнтерни çинчен пĕлтерчĕ. Унтан шăпланчĕ, самантран кăвак куçĕсмпе мана тинкерчĕ те çапла каларĕ: "Манăн мăшăр ывăл пиллĕкре чухне вилчĕ. Халь Игорь çичĕ çулта ĕнтĕ..." Манăн пуçра шухăш пăтранчĕ, чунри лăпкăлăх та таçта кайса çухалчĕ. Пурнăç тепĕр майлă улшăннă пек туйăнчĕ. Сергейăн ывăлĕпе паллашмалли кун та çитрĕ. Вĕсем патне пырса кĕрсен куç умне пысăк куçлă, хыткан кĕлеткеллĕ арçын ача тухса тăчĕ. Ăна курсан кăмăл çемçелчĕ, куçа куççуль тулчĕ. Ача умне кукленсе лартăм та ăна хам çума пăчăртарăм. Акă паллашрăмăр та. Малалла виççĕн пурăнма тытăнтăмăр. Малтан пурнăç йĕркеллех шурĕ, куншăн савăнтăм. Мĕнле лайăхчĕ ун чухне пире. Тем вăхăтра пирĕн хушăран хура кушак каçса кайрĕ. Сергей мана сăлтавсăрах кĕвĕçме пуçларĕ. Эпĕ хама çăмăлттай тытатăп тесе хурлантарма тытăнчĕ. Хăйĕн малтанхи арăмĕпе час-часах танлаштарса унăн паха енĕсене мана сĕнетчĕ. Кашни кун харкашма, вăрçăнма пуçларăмăр, эрнипех калаçмасăр çÿреттĕмĕр. Качча тухса йăнăшнине ăнтантăм. Унран тарас, уйрăлас килчĕ, анчах ывăлне шеллерĕм. Вăл мана "анне" тесе чĕнетчĕ. Эпĕ те ăна хамăн ывăла юратнă пекех юрататăп. Пирĕн харкашусенчен ача та шикленме пуçларĕ, вăл эпĕ тухса каясран хăратчĕ. Пĕррехинче упăшка ĕçрен таврăнчĕ те виçĕ уйăхлăха командировка каяссине пĕлтерчĕ. Тепĕр эрнерен Сергей кайрĕ. Эпир ывăлпа иксĕмĕр кăна юлтăмăр. Вăхăт иртнĕçемĕн хама кÿрентернине мантăм. Упăшкасăр кичемччĕ, никампа чуна уçса калаçма çукччĕ. Хушăран телефонпа шăнкăравласа пирĕнпе интересленетчĕ вăл, тунсăхланине пĕлтеретчĕ. Пулса иртнĕ йăнăшсемшĕн каçару ыйтатчĕ. Вăл мана юратнипе, эпĕ пăрахса каясран хăранипе кĕвĕçнине калатчĕ. Эпĕ ним чĕнмесĕр итлеттĕм. Малашне веçех йĕркеллĕ пуласса шантаратчĕ. Çакна эпĕ те кĕтетĕп-çке. Эпĕ унран уйрăлса кайсан ăна ывăлĕ нихăçан та каçармасси пирки те пĕлтерчĕ. Манăн вара çак сăмахсене унăн куçĕнчен пăхса итлес килетчĕ. Сергей киле таврăнчĕ. Кашни кунах унран телефонпа каланă сăмахсене тепĕр хут илтме тăрăшаттăм, анчах кĕтсе илеймерĕм. Текех çав калаçу патне таврăнмарĕ вăл. Кĕçех пирĕн пепке çураласси çинчен пĕлтерсен те савăннине палăртмарĕ. Пĕлместĕп, тен, вăл манпа пĕрлешнĕшĕн ÿкĕнет; Хушăран вăл урăх савни тупман-ши тесе те шухăшлатăп. Ыйтăвĕсем нумай, анчах хуравĕсене пĕлместĕп.