28 апреля 2012 г.
КĂÇАЛ нарăс-пуш уйăхĕсенче шкулсенче вĕренекенсем хушшинче математикăри пĕлÿ шайне кăтартассипе Пĕтĕм Раççейри олимпиада иртнĕ. Заочнăй майпа йĕркеленĕ çак конкурсра çĕр-шыври 1-11 классенче вĕренекенсем вăй виçнĕ. Олимпиада условийĕсемпе килĕшÿллĕн, вĕренекенсем тĕрĕслев ĕçĕнчи заданисене (вĕсем шкулсене килнĕ) пурнăçласа почта урлă Мускаври «Авангард» шкул-лицее ярса панă. Çак сумлă олимпиадăна Шăмăршăри вăтам шкулти 6 «А» класра вĕренекен Ирина Хайлова, Диана Семенова, Люция Ахметовапа Анна Ельцова та хутшăннă (вĕрентекенĕ – О.М. Еремеева). Нумаях пулмасть Мускари сумлă жюри вĕренекенсен тĕрĕслев ĕçĕсене пăхса тухса кашни класс тăрăх тивĕçлĕ хак панă. Улттăмĕшсем хушшинче жюри Ирина Хайлова иккĕмĕш вырăн йышăннă тесе палăртнă, ăна иккĕмĕш степеньлĕ Диплом ярса панă. Люция Ахметова – Хисеп грамоти, Диана Семеновапа Анна Ельцова Грамотăсем илнĕ. Шкул чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ хĕр ачасене саламлатпăр, вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче, тĕрлĕ олимпиадăсенче ăнăçу сунатпăр.