Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи стаж – 171 çул

03 мая 2012 г.

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕç династийĕсен республикăри вуннăмĕш слечĕ пулса иртнĕ, унта хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев саламланă. Тĕрлĕрен сферăри 34 ĕç династийĕ хутшăннă слета, кашнийĕнех пĕрлехи ĕç стажĕ – çĕршер çул, вĕсем пурте Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Пирĕн районтан слета Тихоновсен çемйи хутшăннă. Вĕсем пурте – вăрман ĕçченĕсем, пĕрлехи стаж вара 171 çулпа танлашать. Династи пуçлăхĕ – П.Тихонов. Петр Тихонович хăйĕн ĕç биографине 1959 çулта Улатăрти хими вăрман хуçалăхĕнче вăрман химийĕн мастерĕнчен пуçланă. Кайран республикăри тĕрлĕ лесничествăсенче лесничий, Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. 1986 çулта ăна Чăваш АССР вăрман хуçалăхĕн министрĕн çумĕ-планпа экономика пайĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. 1994-1996 çулсенче Чăваш Республикинчи вăрман хуçалăхĕн комитечĕн председателĕ пулнă. Петр Тихоновичăн ĕç стажĕ 41 çул. Вăл Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн, "Пушарта паттăрлăх кăтартнăшăн" медаль кавалерĕ, истори наукисен кандидачĕ. Унăн мăшăрĕн те – Ольга Матвеевнан – ĕç стажĕ 21 çул, вăл – вăрман культурисен мастерĕ. Ольга Матвеевнапа Петр Тихонович пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсем ашшĕ-амăшĕн династине малалла тăсаççĕ. Тихоновсен династийĕнче халĕ çичĕ çын. Вĕсем – пуриншĕн те ырă тĕслĕх.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика