Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Экоцвет» членĕсем – çут çанталăк тусĕсем

03 мая 2012 г.

Çитĕнекен ăрăва çутçанталăка юратма, ăна упрама вĕрентесси кашнин тивĕçĕ. Хамăр тăрăхри ÿсен-тăрана, йывăç-тĕме, кайăк-кĕшĕке пĕлни темрен те паха. Вăрманта тĕрлĕ кайăк юрри янăрани кăмăла çĕклет. Унăн пуянлăхĕ – пурăнма хистет. Кашни çын çырлана, кăмпана çÿрет, сиплĕ курăксем пуçтарать. Ĕлĕкренех чăваш халăхĕ хăйĕн сывлăхне çут çанталăк ырлăхĕпе усă курса тĕреклетнĕ, тĕрлĕ чир-чĕре те курăк-çырла шывĕ вĕретсе сипленĕ. Çавăнпах ĕнтĕ асаттесемпе кукаçейсем, асаннесемпе кукамайсем сывлăхлă пулнă, хăйсем пурăнакан тавралăха, унăн пуянлăхне упранă. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ çумĕнче ачасен "Экоцвет" пултарулăх пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Çак пĕрлешÿ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 5 çул çитнĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем кунта хаваспах çÿреççĕ. Вĕсем вĕрентекенсен кашни сăмахнех ăша хываççĕ. Паллах, хăйсен пултарулăхĕпе пуçарулăхне те кăтартаççĕ. Тăтăшах йĕркелекен экскурсисенче пĕрлешÿ членĕсем наци паркĕн ĕçченĕсемпе вăрманти тĕлĕнтермĕшсемпе паллашаççĕ, çут çанталăка сăнаççĕ, тĕпчеççĕ. Мĕн курнине, пĕлнине çырса пыраççĕ, ÿкерчĕксенче сăнлаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – тавралăха çÿп-çапран, кирлĕ ăпăр-тапăртан тасатасси те. Шкул ачисем таса марлăхпа вараланчăкра чĕр-чунсемпе кайăк-кĕшĕк ĕрчеменнине те лайăх ăнланаççĕ. Паллах, çынсемшĕн те хăрушлăх сиксе ан тухтăр тесе тăрăшаççĕ вĕсем. "Экоцвет" пĕрлешÿ маларах туса хатĕрленĕ планпа ĕçлет. Вĕренекенсем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ, калаçусем, "çавра сĕтелсем" йĕркелеççĕ. Вĕсем çут çанталăкпа çыхăннă кашни уяв тĕлнех акцисем ирттереççĕ. Акă "Парксен маршĕ", "Кайăксен кунĕ", "Çĕр кунĕ", "Пĕтĕм тĕнчери кайăксене сăнамалли кун" ятпа пулакан акцисем яланах ăнăçлă та хаваслă вĕçленеççĕ. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн тусĕсем ÿкерчĕксен куравне те час-часах йĕркелеççĕ. Пултаруллăскерсем чечек-курăка, йывăçсемпе тĕмсене, кайăк-кĕшĕке, юхан шывсене хут çине ÿкереççĕ. Вĕсен ĕçĕсене куракансем пысăк хак параççĕ. Ачасем хăйсен куçĕпе курнине сăнласа пани вĕсем çут çанталăка чун-чĕререн парăннине систерет. "Экоцветăн" ачисем республикăри конкурссене те хастар хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика