Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качака вырăнĕ – кĕтÿре

03 мая 2012 г.

ÇУТ çанталăкăн – хăйĕн вăхăчĕ: ăшăтнăçемĕн йывăç-тĕмсем те симĕсленме тытăнчĕç. Кĕçех акă хитре чечексем те хăйсен илемĕпе савăнтарма тытăнĕç. Анчах çак илеме сăтăр тăвакансем те çук мар: ытларах ирĕкре çÿрекен качакасем тарăхтараççĕ, пысăк сиен кÿреççĕ. Вĕсем хыççăн сахал мар йывăç-тĕм типсе хăрать. Качакасене ирĕке, урама кăларса ямалла марри пирки çынсем пĕлмеççĕ мар, анчах чылайăшĕ йĕркене пăхăнмаççĕ. Çакнашкаллисене вара пуçран шăлса каçармаççĕ, административлă майпа явап тыттараççĕ. Саккуна пурин те пăхăнасах пулать. Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăснăшăн явап тыттарасси пирки йышăннă саккунĕн 15-мĕш статйипе килĕшÿллĕн выльăхсене (вăл шутра качакасене те) яллă вырăнсенче ирĕкре çÿретнĕшĕн вĕсен хуçисене 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран, должноçри çынсене 1000-2500, юридици сăпатлă çынсене 10000-20000 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Çавăн пекех, маларах асăннă статьян пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ирĕкри выльăх-чĕрлĕхпе чĕр чунсем (йытăсем) çынсен сывлăхне е ют пурлăха сиен кÿнĕшĕн те вĕсен хуçисене 2500 тенкĕ, должноçри çынсене 2500-4000, юридици сăпатлă çынсене 20000-30000 тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Çÿп-çапа, йăла каяшĕсене юраман çĕре пăрахни, тăкни те – йĕркене пăсни. Тăван тавралăх вараланнисĕр пуçне çакă экологи тĕлĕшĕнчен те сиенлĕ. Ку тĕлĕшпе те айăплисене каçару çук: уйрăм çынсене 1000-4000 тенкĕ, должноçри çынсене 3000-10000 тенкĕ, юридици сăпатлă çынсене 20000 тенкĕрен пуçласа 100000 тенкĕ таранах штрафлаççĕ. Тирпей-илем – хамăршăнах. Йĕрке те – пĕрре, ăна кашнийĕнех пăхăнмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика