Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Заказник тĕнчи пуян

03 мая 2012 г.

ЧĂВАШ ЕН тата тепĕр заказникпа пуянланать. Вăл пирĕн районти Улмаллă ялĕ таврашĕнче вырнаçнă. Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 48 гектар лаптăк йышăнакан республикăри вун тăххăрмĕш "Яблоневка" заказник территорийĕнче Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ вун пилĕк тĕрлĕ ÿсен-тăран тĕл пулать. Вĕсен шутĕнче – сарă йĕтĕн, çупка уйăх курăкĕ (гроздовник полулунный), чапăр курăкĕ. Сайра тĕл пулакан вĕçен кайăксене те курма пулать кунта: путене, пысăк вут хÿре т.ыт.те. Çакăнта заказник йĕркелени ку тăрăхри чĕр чунсемпе ÿсен-тăрансен тĕнчине сыхласа хăварма тата пуянлатма пулăшĕ. Заказник территорийĕнче сунара тухма, çÿп-çап тăкма, строительство объекчĕсем тума, кăвайт чĕртме юрамасть. Улмаллă тăрăхĕ – чăннипех илемлĕ, илĕртÿллĕ вырăн. Çак илеме асăрхама, хаклама, курма çеç пĕлмелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика