Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улатăртан тухнă генерал

03 мая 2012 г.

КĂÇАЛ Раççей Наполеона çĕнтернĕренпе 200 çул çитнине паллă тăвать. Çак çĕнтерĕве тÿпе хывнисенчен пĕри – Улатăр çынни Петр Кикин генерал-майор. Мускаври Христос Çăлавçă Храмне туса хурас шухăша та шăпах Петр Андреевич панă. П.Кикин – Дмитрий Донскойăн тăсăмĕ. Вăл 1775 çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Мускаври паллă çынсен шутне кĕнĕ. Анчах та вăл Пĕрремĕш Петĕр вăхăтĕнче хăйĕн вăйне çухатнă темелле. Çакă генералăн мăн аслашшĕн шăллĕ Александр Кикин Алексей Цесаревича майлă çынсемпе явăçнипе те çыхăннă. Çакăн хыççăн пăлхавлă йăха Улатăра янă.

Император адьютанчĕ

ПЕТР Кикина ашшĕ-амăшĕ ача чухнех (вăл вăхăтра çапла пулнă) Семеновски гварди полкне çар службине çырăнтарнă. Ача чухне Кикин ытларах француз культурипе кăсăкланнă. Кайран тин ăна "ăс кĕнĕ" – çĕр-шывăн патриочĕ пулса тăнă. Кикин хăйпе пĕр ÿсĕмрисенчен лайăх пĕлÿ илнипе, тĕрлĕ енлĕ пултаруллăхĕ пулнипе уйрăлса тăнă. Çавăнпах ĕнтĕ 1802 çулта Петр Андреевич флигель-адъютант званине илнĕ. Ку служба Пĕрремĕш Александр Император çумĕнче шутланса тăнă. Çавна май ентешĕн ятарлă хушусемпе тĕрлĕ çĕре çитме тивнĕ. 1812 çулхи Отечествăлла вăрçă пуçланас умĕн П.Кикин вырăс çарĕсене реформăлас ĕçе те хастар хутшăннă. Ун чухнех лайăх пĕлнĕ: Раççее йывăр тĕрĕслев кĕтет.

Çапăçу хирĕнче

ÇАР операцийĕсем пуçлансан Петр Андреевич Хĕвел анăç çарĕн дежурнăй генерал тивĕçне пурнăçланă, Кутузов çумĕнче 1812 çулхи компанире пулнă. Ентешĕн çав тапхăрти çар ăсталăхĕ пирки А.Ермолаев генерал та лайăхпа çеç асăнса хăварнă. Дежурнăй генералăн тивĕçĕсем тĕрлĕ енлĕ пулнă: çарсене килнĕ çĕнĕ салтаксене вырнаçтарасси, тылпа санитари службисене йĕркелесе пырасси. Французсем анлăн тапăнса пынă вăхăтра çак ĕçсене пурнăçласа пыма пĕрре те çăмăл пулман – пиншер çын шăпи мĕнле пуласси унран та нумай килнĕ. Ку тĕлĕшпе П.Кикинăн тĕп командующи панă ятарлă полномочисем пулнă. Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче 1-мĕш арми вут-çулăмри Смоленскран çурçĕр-хĕвеланăç енне чакнă, Валутин тăвĕсем патĕнче французсен Ней маршал ертсе пыракан ушкăнĕпе тĕл пулнă. Çапăçу пĕр талăка яхăнах тăсăлнă. Тахăш самантра вырăссем чакма тытăннă. Çак самантра Петр Кикин çар параппанçисене пĕр çĕре пуçтарма пултарнă. "Пурте пĕр çĕре!" команда хыççăн салтаксем каллех атакăна çĕкленнĕ. Кĕçех пулăшу та килсе çитнĕ, Мускав çулĕ вырăссен аллинчех юлнă. Çак çапăçура П.Кикин куçне амантнă, анчах та вăл стройрах юлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика