03 мая 2012 г.
ВĂРÇĂ хыççăн, паллах, канма май килмен. 1816 çулта П.А. Кикин генерал-майора императорăн стас-секретарĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак должноçра та Улатăр çынни лайăх енчен çеç палăрнă, ăна халиччен татса пама май килмен ыйтусене те татса пама май килнĕ. 1820 çулта Петр Андреевич Художниксене хавхалантаракан обществăн учредителĕ тата пĕрремĕш председателĕ пулнă. Общество Петербургра йĕркеленнĕ. Кикина А.Венецианов тата пĕр тăван Брюлловсем пĕрре çеç мар ырласа асăннă. Çавăн пекех "Христос халăха курăнни" картина авторĕ А.Иванов çырса хăварни те сыхланса юлнă: "Кикин художниксене пулăшакан, вĕсем ăна хисеплекен пĕртен пĕр çын". 1826 çулта, престола Пĕрремĕш Николай йышăнсан, Петр Кикин отставкăна кайнă. Юлашки çулĕсене вăл Рязань çывăхĕнчи хăйĕн именийĕнче пурăнса ирттернĕ. Петр Андреевич 1834 çулта вилнĕ, ăна Александро-Невски Лаврĕнче, искусство ăстисен Некрополĕнче, Пушкин сукмакĕнчен сулахаяхра пытарнă.