Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асрах эсир, çĕнтерÿçĕсем!

12 мая 2012 г.

1418 куна пынă Аслă Отечествăлла вăрçă вĕçленнĕренпе 67 çул хыçа юлчĕ. Çĕр-шывăмăрта Аслă Çентĕрÿ кунне кашни çулах анлăн паллă тăватпăр. Шел, ăна çывхартнисен йышĕ сахалланнăçемĕн сахалланса пырать. Кăçал та çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă митингсене кашни ялтах çĕршер çын хутшăнчĕ. Район центрĕнче вара ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев уçрĕ, вăрçăпа тыл ветеранĕсене уяв ячĕпе саламланă май Çентерÿ пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк пулнине, ăна нимĕнпе те виçме май çуккине палăртрĕ.

Шăмăршăра иртнĕ митинга хутшăннисене çавăн пекех Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Шумилов, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă Е. Лапинапа А. Коновалов, Чечен вăрçине хутшăннă Г. Семенов, районти ветерансен Канашĕн председателĕ П. Фомин, Шăмăршăри вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренекен А. Ленгесов, çак шкултах кадетсен класне çÿрекенсем саламларĕç.

Çак кун район центрĕнче Совет Союзĕн Геройĕн В. Уруковăн, Граждан вăрçин Геройĕн И.Космовский бюсчĕсем тата тĕп обелиск умне вуншар чечек кăшăлĕ хурăнчĕ.

Митинга хутшăннисем вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Уяв мероприятийĕ концертпа вĕçленчĕ. .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика