12 мая 2012 г.
Çуркунне – фермершăн та хĕрÿ тапхăр. Çĕре усăсăр вырттарни – унран кулнă пекех. Ун çинче мĕн те пулин ÿсмеллех, тухăç памалла. Çĕр вара хăйне пăхнине, вăхăтра ĕçе кĕртнине кăмăллать. Фермер (хресчен) хуçалăхĕ пысăках мар пулин те, ĕç нумай. Вăхăчĕ те васкатать. Паянхи куна 60 гектар тулă тата 40 гектар урпа акма ĕлкĕртĕмĕр. Вăрлăхсене 30 тонна имçамланă.
"Иккĕмĕш çăкăр" та манăçа юлмĕ. Хуçалăхра суйласа яровизацилеме хунă 35 тонна çĕр улми вăрлăхĕ пур.
Çур акине хутшăнакан техника юсавлă, агрегатсем кăлтăксăр ĕçлеççĕ.