Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпидемиологи лару-тăрăвĕ çинчен

12 мая 2012 г.

2012 çулхи 4 уйăхра районта инфекцилле тата паразитла 222 чир-чĕре регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ку вăл 1,9 хут сахалтарах. Районти эпидемиологилле лару-тăрăва йĕркеллĕ теме пулать. Чирленисенчен 60,3 проценчĕ – 17 çул таранчченхи ачасем.

Инфекцилле тата паразитла чирсен структуринче грипп тата ОРВИ чирĕсем 71,6 процент йышăнаççĕ (2011 çулхи çак тапхăрта – 86,7 процент).

Кăçал 4 уйăхра, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, хăш-пĕр нозологилле формăсен чирĕсем ÿснĕ (энтеробиоз – 1,2 хут, йытă çынна çыртасси – 1,4 хут, çил шатри – 1,2 хут, скарлатин, паллă мар этиологиллĕ ОКИ – 3 хут). ОРВИ – 2,3 хут, сифилис – 2 хут, токсокароз 1,6 хут чакнă. Туберкулезпа чирлесси пĕр тĕслĕх сахалтарах пулнă.

Начар пахалăхлă апат-çимĕç çисе çынсем массăллă майпа чирлесе ÿкнĕ фактсем асăннă тапхăрта пулман.

Ака уйăхĕн 23-27 мĕшĕсенче 1 çултан пуçласа 3 çул таранчченхи ачасене полиомиелит чирĕнчен прививка тунă. Хушма иммунизаци мероприятийĕ витĕр 335 ача тухнă (план – 337). Çакнашкал процедурăсене ашшĕ-амăшĕн яланах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшмалла. Прививкăсем ачасене чир-чĕртен сыхланса пурăнма, сывлăхлă ÿссе çитĕнме май параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика