Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур та пултаруллă

12 мая 2012 г.

Маттур та пултаруллă

РЕГИОНСЕМ хушшинче иртнĕ чăваш чĕлхи кунне халалланă "Туслăх хĕлхемĕ" фестиваль вĕçленнĕ. Вăл Шупашкарта иртнĕ. Тĕрлĕ кĕтесрен килнĕ чăваш ачисем хăйсен пултарулăхне юрă-ташăра, çыру ĕçĕсенче кăтартнă. Хăйсем тăван чĕлхене, культурине еплерех пĕлнине çирĕплетнĕ.

Çак фестивале пирĕн районтан Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Ксения Алюкова хутшăннă. Вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ксения – пултаруллă та пуçаруллă хĕр. Вăл тĕрлĕ енлĕн аталанса пырать, вĕренÿре те малтисен ретĕнче. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче районта предмет олимпиадисене хутшăнса мала тухса республика шайĕнче те хăйĕн ăсталăхне кăтартнă, призерсен шутне кĕнĕ. Маттур хĕр спортпа та туслă, çарпа патриот мероприятийĕсене те хастар хутшăнать. Вăл районти çамрăк армеецсен "Зарница" вăййисенче икĕ хутчен командир пулнă. Паллах, юрă-ташăра та хăйĕн пултарулăхĕпе палăрать Ксения, ялти "Виçпÿрт çеçкисем" ачасен фольклор ушкăнне çÿрет, çепĕç сассипе куракансене савăнтарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика