Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш Парада хутшăннă

12 мая 2012 г.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитрĕ. Çĕнтерÿ кунне пур çĕрте те чаплăн уявларĕç. Мускавра Хĕрлĕ площадьре иртекен çарпа вăрçă техникин парадне кăçал пирĕн ентеш, Чĕмпĕрте çуралнă, Васанта çитĕннĕ, Александр Измуков хутшăннă.

Саша, Шăмăршăри вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн, мĕн пĕчĕкрен çар пурнăçĕпе кăсăкланаканскер, 2008 çулта Санкт-Петербургри Можайский ячĕпе хисепленекен çарпа космос академине çул тытнă, курсант пулса тăнă. Вăл сăпайлă та тăрăшуллă каччă, вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, спортпа та туслă. А.Измуков шанчăклă юлташ та.

Чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие – Парада хутшăнма чи маттуррисене çеç суйласа илеççĕ. Çар çыннисен пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмалла. Саша та Çĕнтерÿ Парадне хутшăнма çине тăрсах хатĕрленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика