12 мая 2012 г.
Юлашки çулсенче пурнăçра компьютер пысăк вырăн йышăнать. Çавна пулах çитĕнекен ăру хаçат-журнал, кĕнеке вулама пăрахса пырать. Мĕн кирлине веçех интернетран шыраса тупаççĕ, усă кураççĕ.
Шкул ачисем нумайрах та нумайрах монитор умĕнче ларса ирттереççĕ. Вĕсемшĕн компьютертан ырăраххи нимĕн те çук пек туйăнать. Унти вăйăсене хутшăнса хăйсен ăс-тăнне хавшатаççĕ, ним çукранах вĕриленсе каяççĕ, аслисене итлеми пулаççĕ. Паллах, çакна лайăх пулăм тесе хаклаймăн.
Вĕренекенсем кĕнекесем илессишĕн библиотекăна çÿренине те сайра хутра кăна курма пулать. Вĕсене илемлĕ литература кăсăклантармасть. Каплах кайсан, эпир хамăрăн çыравçăсем пурри çинчен те манса кайăпăр. Шкул программине кĕртнĕ хайлавсен авторĕсене, тен, пуçра хăварăпăр-ха.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70–90-мĕш çулĕсенче пурте юратса вулакан "Пионер сасси", каярах "Тантăш" ятпа тухса тăракан хаçата килĕрен курма пулнă. Ачасем ăна пĕр сиктермесĕр вуланă, пĕр-пĕринпе сÿтсе явнă. Хăйсем те хаçата çырнă.
Шел те, самана улшăннă май, паянхи "Тантăш" хăйĕн хăватне çухатрĕ. Ăна çырăнса илекен çемьесем районта (çыхăну уйрăмĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх) пурĕ те вун иккĕ кăна. Çакăн хыççăн мĕн калайăн ĕнтĕ... Енчен те эпир ачасене хаçатпа туслаштараймасан, вĕсене республикăри ытти ачасен пултарулăхĕпе паллаштармасан вĕсенчен паха çимĕç паракан йывăç çитĕнессе кĕтме пулĕ-ши; Хаçат-журнал, кĕнеке вуламан çыннăн тавра курăмĕ аталанĕ-ши; Çак ыйтусем нумайăшне шухăшлаттараççĕ, канăç памаççĕ паян.