Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче – Акатуй

16 мая 2012 г.

Тунти кун район администрацийĕнче çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей историйĕн çулталăкне тата Шăмăршă районне йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалласа ирттерекен районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕн – Акатуйăн йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта комитет председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н. Никифоров уява хатĕрленсе кĕтсе илмелли мероприятисемпе ĕçсен планĕпе паллаштарнă.

Йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, "Акатуй-2012" программи пуян та анлă. Уяв тăршшĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ, халăх ăстисен куравĕ ĕçлĕ, спорт ăмăртăвĕсем иртĕç, суту-илÿпе апатлану точкисем йышлă пулĕç.

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетĕç, çĕнтерÿçĕсемпе ĕçре малта пыракансене чыслĕç.

Акатуй, йăлана кĕнĕ йĕркепе, Шăмăршă ялĕ çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнче пулать, лаша спортне юратакансене ипподром кĕтет.

Уяв 10 сехетре пуçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика