16 мая 2012 г.
Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мускавра "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти съезчĕ иртмелле. Партин Чăваш регион уйрăмĕн конференцийĕнче Чăваш Енрен съезда хутшăнакан делегатсене суйланă.
Съезд кун йĕркинче икĕ ыйту: "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти председательне суйласси тата парти умĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене сÿтсе явасси. Çавăн пекех парти уставне улшăнусем кĕртме те палăртнă. Партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" Чăваш Енри 31 пине яхăн çынран тăракан йышĕнчен съезда кайма 6 делегат суйламалли çинчен пĕлтернĕ. Чăн та, республика элчисен аслă çак форумри йышĕ пысăкрах пулать. Парти уставĕпе килĕшÿллĕн Федераци Канашĕн членĕ, партин аслă Канашĕн членĕ Николай Федоров, партин Генеральнăй канашĕн членĕсем – ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Михаил Михайловский тата "Промтрактор" АУОн станоксен наладчикĕ Владимир Романов – съезд делегачĕсем.
Хăйĕн сăмахĕнче Николай Малов "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" Чăваш Енри позицийĕсем çирĕппине палăртнă. Çакна иртнĕ суйлавсем те кăтартрĕç.
Делегатсемшĕн сасăламалли вăхăт çитсен кĕтменлĕх пулман, пурте пĕр шухăшлă пулса сĕннĕ списокшăн сасăланă. Çапла вара ПР съездне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн гендиректорĕ Юрий Кислов, Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Николай Малов, парламент спикерĕ Юрий Попов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов каяççĕ.