Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнашар ларса калаçни – пысăк савăнăç!

16 мая 2012 г.

Сăмахăм 1944 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Шăмăршă районне кĕрекен Васан ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă Нина Михайловна Краснова (Кузьмина) çинчен пырать. Вăл питĕ ырă, патвар, пултаруллă, хастар, ĕçчен хĕрарăм. Мĕн çамрăкранпах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ хĕр нимĕнле ĕçрен те хăраман. Тырă вырса кĕлте тунă, пучах пуçтарнă, тăпачăпа çапнă...

6 çултах Нина ялти çичĕ класлă шкула çÿре пуçланă. Ун хыççăн кÿршĕ яла, Палтиел вăтам шкулне ăс пухма куçнă. Ÿснĕçемĕн хĕр учитель пулас ĕмĕтпе пурăннă. Шкул хыççăн хăй суйласа илнĕ профессие алла илме Канашри педагогика училищине çул тытнă. Çакăнта вĕренсе тухнă хыççăн 36 çул хушши ачасене ăс панă. Унăн вĕренекенĕсем яланах малтисен шутĕнче пулнă. Тимĕр-тăмăр, кивĕ хут (макулатура) пуçтарса мала тухнăшăн пĕрре мар тĕрлĕ хуласене класпа çÿренĕ, Шупашкарта темиçе те пулнă.

Нина Михайловна пĕр илемлĕ çуллахи кун Кучекре пулас мăшăрĕпе, ирçе йĕкĕчĕпе, Николай Степанович Красновпа паллашать. Кĕркунне вĕсен илемлĕ туйĕ кĕрлет. Хăйĕн мăшăрĕ ирçе пулни пирки Нина аппа та ирçе чĕлхине питĕ лайăх пĕлет. Коля тетепе 3 хĕрпе 2 ывăл çитĕнтернĕ Нина аппа. Шел пулин те, йывăр, асаплă чире пула Николай Степанович 2009 çулта ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлса кайрĕ...

Халĕ Нина Михайловна Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнче Туслăх кассинче пурăнать. Унăн 11 мăнукĕ тата мăнукĕн 1 ачи хăнана яланах килсе çÿреççĕ. Еплерех савăнать-çке çакăншăн кинемей!

Эпир Нина Михаловнăпа пĕр "çăвартан" тенĕ пекех пурăнатпăр. Вăл, Турра хисепленĕ май, чиркĕве çÿреме, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăллать. Тирпее юратнăран унăн пÿртĕнче яланах çутă та таса, тумĕ те килĕшÿллĕ.

Еплерех артист тата вăл! Шÿтлет, юрлать, çынна савăнтарма кăмăллать.

Ырă çыннăн алли те ылтăн! Мĕн тĕрлĕ ĕç пĕлмест пуль вăл! Тĕрлĕ япала çыхать ватă çын. Тапăчки, алсиш-чăлха, сак çитти, вырăн сарри тата тĕрлĕ эрешлĕ кофтăсемпе шапкăсем. Тĕрлеме те кăмăллать.

Мĕн пур чунтан "симĕс пурнăçа" юратать. Пÿртĕнче тĕрлĕ çĕрте ешĕл çулçăсем сарăла-сарăла илемлĕн лараççĕ. Интересшĕн шутларăм – унта 48 чечек савăчĕ. Тĕлĕнмелле! 67 çула çитнине пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх усрать. 40 ытла чăх-чĕп чупса çÿрет унăн картишĕнче.

Пултаруллă çын тĕрлĕ енлĕ аталаннă çав. Питĕ ăста çĕвĕç вăл. Тĕрлĕ япала çĕлесси уншăн чăн-чăн чун йăпатмăш.

Тивĕçлĕ канура пулин те хăйне кантарма васкамасть хисеплĕ çыннăм. Çулсем иртнине пăхмасăр çу кунĕсем пуçлансан куллен пахчара вăй хунине, кăмпа-çырла татма вăрман еннелле çул тытнине асăрхама пулать.

Пĕччен пурăнать пулин те çулсерен тăватă тĕрлĕ хаçат çырăнса илет. Вĕсем: "Авангард", "Тантăш", "Чăваш хĕрарăмĕ" тата "Сывлăх". Кĕнеке вулама та кăмăллать.

Нина аппа ырă кăмăллă пулнине, çынна хисепленине пурте туяççĕ. Вăл кашни çынна тараватлипе ун патне каçсерен хамăр касра пурăнакансем "улаха" килеççĕ. Вăл хăйĕн сăпайлăхĕпе чăнахах та тĕлĕнтерет. Пĕтĕм çынна тăван пек юратать-çке вăл! Нихăçан та никама çилленсе, çынпа вăрçăнса, хирĕçсе, çапăçса курман.

Юратнă Нина Михайловна! Тавах сире хамăн пурнăçăмра пулăшса пынишĕн. Сирĕн пурнăç çулĕ такăр пултăр, нихăçан та сывлăхăр ан хавшатăр, хĕрÿллĕ чĕрĕрте чун ăшши нихăçан та ан сÿнтĕр. Канлĕ ватлăх курма, савăнса пурăнма Турă патăр сире пысăк телей те юрату. Паянхи пекех ачăрсемпе мăнукăрсем савăнтарсах пурăнччăр.

Эсир пуртан эпĕ пуян!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика