16 мая 2012 г.
СОВЕТ самани çулĕсенче предприятисемпе организацисем, учрежденисем колхоз-совхозсене хĕрÿ тапхăрта пулăшма каясси çирĕп йăлана кĕнĕччĕ.
Шăпах хăмла татмалли вăхăт. "Симĕс ылтăна" пуçтарса кĕртме "Родина" колхозра ĕç аллисем çитсех каймаççĕ иккен. Редактор, парти райкомĕнчи черетлĕ ларуран таврăнсан, хуçалăха редакцирен виçĕ çын каймаллине пĕлтерчĕ.
Хушнă – пурнăçламалла. Асанкассине редактор çумĕ, эпĕ тата тепĕр корреспондент тухса кайрăмăр.
Çитрĕмĕр, ĕçе пуçăнтăмăр. Татсан-татсан миххе "симĕс ылтăнпа" тултартăмăрах. Ыттисем те кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ – пĕрин хыççăн тепри михĕсене виçтерме, кам мĕн чухлĕ татнине паллă тутарма пуçларĕç. Эпир те çынсем хыççăн утрăмăр, миххе виçтертĕмĕр.
Хăмлана ятарлă машина çине пушатмалла. Çитрĕмĕр – черет. Кăшт аяккарах пăрăнтăмăр та кĕтсе тăратпăр. Пирĕнтен тахăшĕн пуçне "ăслă" шухăш пырса кĕчĕ: атьăр, миххе тепĕр хут виçтерер!
Каланă – тунă. Çапла майпа эпир, хаçатçăсем, чи нумай хăмла татакансем пулса тăтăмăр. Виççĕн кăна пулсан та.
"Хастар ĕçшĕн" пире "Родина" колхоз председателĕ В.Алямов тав туни халĕ те асрах-ха...