16 мая 2012 г.
Ашшĕпе амăшĕн çул-йĕрне малалла тăсса, ачисем те вĕсен профессине суйласа илнĕ, ăна пурнăç пĕлтерĕшĕ тунă тĕслĕхсем районта чылай. Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене биологипе 28 çул вĕрентекен И.А.Петрова та çак çынсенчен пĕри (унăн пĕтĕмĕшле педагог стажĕ 32 çулпа танлашать).
Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Изабелла Прохорова (хĕр чухнехи хушамачĕ) шкулта вĕреннĕ çулсенчех учитель профессийĕ пирки ĕмĕтленнĕ. Ку, паллах, ахальтен пулман. Унăн ашшĕпе амăшĕ – Александр Матвеевичпа Рина Максимовна Прохоровсем çамрăклах хăйсен пурнăçне педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вĕсен ĕçĕ çăмăлах мар пулнине пĕлсе-туйса тăнă пулин те хĕр учитель ĕçĕ патнеллех туртăннă.
Аслă пĕлÿ илсен, 1980 çулта, Изабелла Александровна Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче преподаватель биографине пуçланă. Пĕр çул ĕçлесен çамрăк педагог тата Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнчи милици офицерĕ, Кахăрлă Шăхаль каччи Валерий Петров пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
1984 çулта И.А. Петрова Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене биологипе вĕрентме тытăннă. Унтанпа вăл пĕр улшăнми çак ĕçрех тăрăшать. Хăйĕн предметне, вĕрентÿ методикине лайăх пĕлни, хальхи технологисемпе ăнăçлă ĕçлесе пыни учительницăн пултарулăхне çирĕплетет. Изабелла Александровнăна коллективра та, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ.
Педагог тĕрлĕ конкурссене те хутшăнать. Акă кăçал вăл республикăри биологсен конкурсĕнче "Пысăк ăсталăхшăн" номинацире иккĕмĕш вырăн çĕнсе илсе Диплома тивĕçнĕ.
Пархатарлă ĕçшĕн И.А. Петрована Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствисен, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Изабелла Александровнăпа Валерий Алексеевич Петровсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Асли, Альвина, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, Мускаври Курчатов ячĕллĕ наукăпа тĕпчев институтĕнче тĕп экономистра вăй хурать. Çемьеллĕ, пĕр ачаллă. Вăталăххи, Александр, Федераллă хăрушсăрлăх службин Мускаври пограничнăй институтĕнчен вĕренсе тухса офицер званийĕ илнĕренпе Пограничнăй çарсенче службăра тăрать. Халĕ – капитан. Çемьеллĕ, икĕ ача ашшĕ. Кĕçĕнни, Алексей, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренет, врач пулма ĕмĕтленет.
Изабелла Александровна нумаях пулмасть хăйĕн 55 çулхи юбилейне палăртрĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна амăшĕ, мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.