16 мая 2012 г.
КŸКЕÇРИ вĕренÿпе курс комбиначĕн Шăмăршăри филиалĕ (вăл ĕлĕкхи "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн территорийĕнче вырнаçнă) кашни çулах сахал мар специалист вĕрентсе хатĕрлет, професси суйласа илме пулăшать. Халĕ те кунта аудиторисем пушă мар – çамрăксем пикенсех тĕрлĕ ăсталăха хăнăхаççĕ.
– Нумаях пулмасть экскаваторщиксен черетлĕ ушкăнне кăлартăмăр, – каласа парать производство вĕрентĕвĕн мастерĕ В.Юманов. – Экзаменсене пурте ăнăçлă тытрĕç. Ĕнерхи курсантсем малашне ĕç тупасси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр.
Филиалтан çитес уйăхра тата темиçе ушкăн вĕренсе тухмалла. Халĕ çирĕм çамрăк тракторист-машинист пулма хатĕрленет. Виçĕ уйăх вĕсемшĕн ахаль иртменни куç кĕретех. Пыра-киле çамрăк специалистсем "хурçă утсен" рулĕсем умĕнче те хăйсене лайăхпа çеç кăтартасса шанас килет.
Водитель правине илес текенсем те яланах йышлă – çак документсăр, ятарлă пĕлÿсĕр руль умне лараймăн. Çăмăл автомашинăллă пулас текенсем те чи малтан кунта васкаççĕ. Шутласан, тÿлевĕ те пысăках мар темелле. Водителе вĕренсе тухсан ĕçсĕр юлас хăрушлăх те сахалрах - вĕсем хуçалăхсенче те, предприятисенче те кирлĕ.
Юлашки çулсенче çĕр кăмрăкĕпе хутакан котельнăйсем çинчен манма тытăнтăмăр тесен те юрать – пур çĕрте те тенĕ пекех вĕсене газ хуранĕсем улăштарчĕç. Вĕсемпе ĕçлеме вара кашни çыннах шанса параймăн – ятарлă пĕлÿ кирлĕ. Çак ăсталăха филиалта икĕ уйăхрах алла илме пулать. Ахальтен мар-тăр вун виçĕ çын çак профессие суйласа илнĕ. Вĕсен те çакăншăн ÿкĕнмелле пулмĕ.
Филиал пушă тăманни пирки малтанах асăнтăмăр-ха. Çĕртме уйăхĕнче кунта водительсемпе тракторист-машинистсен икĕ ушкăнне йĕркелеме палăртнă. Вĕренес кăмăллисем халех йышлă иккен.
Пулас специалистсене филиалта опытлă преподавательсем ăсталăха алла илме пулăшаççĕ. Вĕренме пур условисем те çителĕклĕ. Водительсене хатĕрлеме, вĕсене çул çÿреме хăнăхтарма виçĕ автомашинăпа инструктор уйăрса панă.
Вĕренÿпе курс комбиначĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа та çыхăну тытать. Унтан направлени панипе иртнĕ кăларăмра пĕр çын экскаваторщик профессине алла илнĕ. Асăннă центр пулăшнипех çитес вăхăтра пĕр çамрăк тракторист-машинист, икĕ çын газ хуранĕсен операторĕсем пулĕç.