16 мая 2012 г.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен пирĕн çĕр-шывра СПИДран вилнисене асăнмалли уйăхлăх иртет.
Чăваш Енри "Центр-СПИД" бюджет учрежденийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра пурĕ 1378 ВИЧ-инфекциллĕ çынна регистрациленĕ (çулсем иртнĕçемĕн ВИЧ малалла аталанса СПИД тапхăрне куçать). Хăрушă инфекци 266 (!) çынна пурнăçран уйăрнă.
Шăмăршă районĕнче ВИЧ-инфекциллĕ 9 çын учетра тăрать, çак шутран пĕри – 2012 çулхи пĕрремĕш кварталта тупса палăртнăскер.
Чăваш Республикинче кăçал пĕрремĕш кварталта ВИЧ-инфекциллĕ 41 çынна шута илнĕ. Нихçан чĕрĕлейми хăрушă инфекцирен кăçал 9 çын вилнĕ. Питĕ шел, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал 3 уйăх хушшинче çак чире çаклатнисен шучĕ пысăкрах. Мĕнлерех чир-ха вăл, ВИЧ-инфекци;
ВИЧ (вирус иммунодефицита человека) çын организмĕн тĕрлĕ клеткисене сиенлет. Урăхларах каласан, организмăн хÿтлĕх системине аркатать. ВИЧ-инфекцирен пуçласа СПИД тапхăрĕнчен 5-15 çул иртме пултарать. Инфекци çаклатнă çын малтанласа хăйне йĕркеллех туять, анчах вăл ытти çынсене чир ертме пултарать.
ВИЧ-инфекци сывă çын çине 3 çул-йĕрпе куçать:
1. Ар çыхăнăвĕсенче.
2. Шприцсем урлă (наркомансем) е тепĕр çынна юн янă вăхăтра.
3. Инфекциллĕ амăшĕ ача çуратнă е ăна кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра хăйĕн пепкине те чир ертет.
Хальлĕхе тĕнчери медицина ĕçченĕсем ВИЧŸСПИДпа кĕрешмелли-сыватмалли шанчăклă эмел шутласа тупайман-ха. Çак чиртен сыватма май çук. Инфекци çаклатнисем пурте çак тĕнчерен уйрăлаççĕ. Çавна май ку хăрушă чиртен сыхланса пурăнмалла. Чи малтанах, тĕрлĕ партнерсемпе ар çыхăнăвне кĕмелле мар. Наркотиксемпе (шприцсем урлă) усă курни чире ертме пултарать. Татуировка (йĕппе) туни те хăрушлăх кÿрет (чирлĕ çынна малтан татуировка тусан). Ытти çынсен ÿт-тире сиенлеме пултаракан (лезви, бритва) япалипе усă курмалла мар. Аманнă çыннăн суранне çунă-çыхнă хыççăн алăсене юнран супăньпе çуса тасатмалла.
Хăйĕнсĕр пуçне, çынна никам та ВИЧ-инфекцирен хăтарса хăвараймасть. Ар çыхăнăвĕсенче пĕр партнер (мăшăр) кăна пулмалла. Сывă пурнăç йĕрки – шанчăклă хÿтлĕх.